01 октября 2010 г.

Районти футбол чемпионачĕ уйăх каяллах вĕçленнĕ, анчак кубокпа чемпион медалĕсене кам тивĕçлине иртнĕ шăмат кунсăр та татса параймарĕç. Мĕншĕн тесен “Дорстройпа” Тăрмăш командисем хушшинчи вăйă тавлашуллă пĕтнĕ, ку матча тепĕр хут ирттерме йышăннă. Çавах та тăрмăшсем официаллă йĕркепе чĕннĕ тĕл пулăва (иртнĕ шăмат кун) выляма килмерĕç, вĕсене вăййа килменшĕн 0:3 шутпа çухату тÿснĕ (техническое поражение) тесе йышăнма тиврĕ.
Çапла вара “Дорстрой” 34 очкопа чемпион пулса тăчĕ. Тăрмăшсемпе нăрвашсен – 28-шар очко, анчах пĕрремĕшсен тапса кĕртнĕ тата кĕрттерсе янă мечĕксен разноçĕ аванрах, вĕсем 2-мĕш вырăн йышăннă. Нăрвашсен – 3-мĕш вырăн.
“Дорстрой” командинче пултаруллă, малашлăхлă çамрăк футболистсем пур. Çамрăксен вăйă техники ÿссе пырать, вĕсем атакăсем йĕркелеме, хăвăрт та çивĕч тапăнма пултараççĕ.
Х Х Х
Вырсарнире район кубокĕн финалĕ пулчĕ. Çурма финалта “Лидер” "Тăвай" тушкилсене 8:4, “Дорстрой” йăнтăрчăсене 11:2 шутсемпе çĕнтернĕччĕ. Шут хоккейри пек пысăк. Шел, кубок вăййисене тăрмăшсемпе киччĕсем хутшăнаймасăр юлчĕç.
Финал вара çав тери çивĕч те илемлĕ иртрĕ, вăл куракансене чăннипех киленĕç кÿмелле килсе тухрĕ. Шута “Лидер” уçрĕ, унтан вăлах ăна 3:1 тума пултарчĕ. Çавах та “Дорстрой” çĕнĕрен те çĕнĕ вăйсем кĕртсе йывăрлăхран тухрĕ-тухрех. Вăйă вĕçнелле “Дорстрой” (вĕçĕм хăваласа çитесшĕн талпăнаканскер) шута танлаштарчĕ – 4:4. Ăна малалла улăштарма нихăш енĕн те вăй çитмерĕ.
Унтан пенальтисен серийĕ пуçланчĕ. Пилĕкшер хутчен тапнă хыççăн та шайлашулăх улшăнмарĕ – 3:3. Судья улттăмĕш мăшăра 11 метрти паллă умне кăларчĕ. Ку хутĕнче ăнăçу “Дорстрой” енче пулчĕ. Вĕсен вратарĕ “Лидер” футболисчĕ тапнă мечĕк çулне пÿлме ĕлкĕрчĕ. Çапла, çĕнтерÿрен çур утăмра кăна тăракан “Лидерăн” 2-мĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Команда çĕнтереймерĕ пулин те хăйĕн малашлăхĕ пысăк пулнине, чи вăйлисемпе тан выляма пултарнине çирĕплетсе пачĕ. Тăвай командисенче пултаруллă çамрăк футболистсем çитĕнсе пыни шанчăк кÿрет.
Çапла вара кăçалхи футбол сезонĕнче “Дорстрой” команди 2 тĕп кубока çĕнсе илчĕ – район чемпионĕнне тата район кубокне. Командăри футболистсене кубоксемпе пĕрлех чемпион медалĕсем парса чысланă.
Сăн ÿкерчĕкре: “Дорстрой” футболисчĕсем куçса çÿрекен кубоксемпе.