АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăçа çухатмасăр пурăнасчĕ (Общество)

01 октября 2010 г.

Ватăсемпе инвалидсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен районти центр уçăлни кăçал 5 çул тултарчĕ. Центр пулăшăвĕпе вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, тыл ĕçченĕсем, ĕçлеме пултарайман пĕччен ватăсем усă кураççĕ. Паянхи кун пирĕн центр тытăмĕнче 5 уйрăм. Вĕсен шутĕнче: киле пырса социаллă пулăшупа тивĕçтерекен 2 уйрăм, çийĕнчех "васкавлă" пулăшу паракан уйрăм тата Тушкилпе Кушкăри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсем. Киле пырса социаллă пулăшу паракан уйрăмсем ватă, тухса çÿреймен çынсене килте пурăнма условисем туса пама, пурнăçне хăйне евĕр хăтлăх кÿме, вĕсен прависемпе законлă интересĕсене хÿтĕлеме тăрăшаççĕ. Асăннă уйрăмсен пулăшăвĕпе хальхи вăхăтра 120 çынна тивĕçтереççĕ.
Васкавлă социаллă тивĕçтерÿ пулăшăвĕпе вăхăтлăха йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ граждансем усă кураççĕ. Çав пулăшу вăхăтлăх е 1 хутчен пулма пултарать, анчах пенсионершăн е инвалидшăн пурнăçра питех те пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, пĕччен ватă пĕр пăхакансăр юлнă, хăй тĕллĕн çеç пурăнма ăна йывăр. Апла пулсан ăна тĕрлĕ профиллĕ интернат-çурта вырнаçтармалла. Е çыннăн çи-пуçĕ пĕтсе çитнĕ, ыркăмăллăх шучĕпе ăна тум-тирпе е ытти япаласемпе тивĕçтермелле. Вĕт хăш-пĕр граждансен пенсийĕ пĕчĕк, тăранса пурăнмалăх кăна. Çавăнпа ĕнтĕ ку уйрăмра ĕçлекен специалистсем çынсен пурнăçпа йăла условийĕсене тĕпчесе палăртаççĕ, кирлĕ чухне çынна пулăшаççĕ.
Вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсем (унчченхи пек каласан “Ватăсен çурчĕсем”) Тушкилпе Кушкă ялĕсенче вырнаçнă. Вĕсем çурма стационарлă тивĕçтерÿ уйрăмĕсем шутланаççĕ. Çавăн пек уйрăма арçынсене 60, хĕрарăмсене 55 çултан иртсен йышăнаççĕ. Вĕсенче пурăнакансем çÿреме, вăй-хал çитнĕ таран ĕçлеме пултараççĕ. Килти условисенче пурăнма, кил хуçалăх тытма вĕсене йывăр (кил-çурчĕ япăхса çитнĕ, выльăх-чĕрлĕх усраймаççĕ, пахчара ĕçлеймеççĕ т.ыт.те). Вĕсем вăхăтлăх уйрăмра социаллă услугăсен комплексĕпе усă курнăшăн, апат çинĕшĕн пенсин пĕр пайне центра тÿлеççĕ. Çулталăкра пĕр хутчен ватăсемпе инвалидсем диспансер тĕрĕслевĕнче пулаççĕ.
Паянхи кун пирĕн центрта 113 çын ĕçлет, вĕсенчен 103-шĕ – социаллă работниксем. Социаллă работниксенчен 15-шĕ учреждени штатĕнче шутланать. Çурма стационарлă тата киле пырса тивĕçтерекен пулăшусемпе хальхи вăхăтра 142 çын усă курать.
Социаллă работниксем умри тивĕçе лайăх ăнланаççĕ. Ку вăл хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă ватăсемшĕн, инвалидсемшĕн тăрăшасси, май пур таран пулăшса, вĕсен ĕмĕрне вăрăмлатасси.
Центр пулăшăвĕпе усă куракан çынсене, мĕнпур ватăсене Ватăсен кунĕпе ăшшăн саламлатпăр, пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ăнăçу тата малашлăх шанăçĕпе пурăнма сунатпăр. Хăвăршăн тăрăшакансен, çывăх çыннăрсен ăшпиллĕхĕпе тимлĕхне яланах туйса тăмалла пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика