АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Наци кросĕ-2010” – Тăвайра (Общество, спорт)

01 октября 2010 г.

“Наци кросĕ-2010” – Тăвайра (Общество, спорт)

Пĕтĕм Раççейри наци кросне иртнĕ вырсарнире районта пурăнакан 520 çын хутшăннă. Çав шутра – ял поселенийĕсен, предприятисемпе организацисен, шкулсен, район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен командисем. Ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕ Н. Иванов саламланă, çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă.
Шăп та лăп 12 сехетре пистолетран персе старт панă. Ăмăртусем VIP-чупупа пуçланнă. Район пуçлăхĕ Н. Иванов хăй те 800 метрлă дистанцире ыттисемпе тан тупăшнă. Ку ушкăнра çĕнтерÿçĕсем иртнĕ çулхисемех пулнă. Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн директорĕ С.Кириллов финиша 1-мĕш çитнĕ. ДЕЗ ертÿçи А.Степанов 2-мĕш, Енĕш Нăрваш шкулĕн директорĕ О.Ярмулин 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Çак ушкăнрах хĕрарăмсем хушшинче Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Хайдуковапа АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн сектор заведующийĕ Л.Берилло малтисем пулнă.
Старт хыççăн старт илеççĕ чупакансем. 10 çулхи тата унран çамрăкрах хĕрачасем 44-ăн чупнă. Ушкăнра К.Афонина (Мучар шкулĕ), В.Князева (Йăнтăрчă шкулĕ) тата А.Алексеева (Тăвай шкулĕ) мала тухрĕç. Арçын ачасем хушшинче (54 вĕренекен) Вячеслав Максимова (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ) çитекен пулмарĕ. А.Андреев (Йăнтăрчă), Д.Ларионов (Тăвай) 2–3 вырăнсене тухрĕç.
1993 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех ачасен ушкăнĕ – чи йышли. Вĕсен хисепĕ 200-тен те иртрĕ. Яшсем хушшинче Ф.Степанов (Çĕнĕ Пуянкасси) çĕнтерчĕ. А.Лисовпа (Тăвай шкулĕ) А.Максимов (Элпуç шкулĕ) 2–3 вырăнсене тухрĕç. Хĕрсем хушшинче О.Максимовапа (Элпуç ял пос.) И.Константинова (Элпуç шк.) тата А.Козлова (Тĕмер шк.) палăрчĕç.
18–29 çулсенчи арçынсем хушшинче Д.Ивановпа (Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕ) Р.Ушмарин (Тăрмăш ял тăрăхĕ) тата Н.Иванов (Йăнтăрчă ял тăрăхĕ) малтисем пулчĕç. Хĕрсемпе хĕрарăмсенчен ку ушкăнра А.Красновапа (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче вĕрентекен) С.Петрова (Тăвай кооперативĕ) тата Пенси фончĕн районти управленийĕнче ĕçлекен О.Гаврилова малтисем пулчĕç.
30–39 çулти арçынсем хушшинче Мучар шкулĕнче вĕрентекен А.Белов çĕнтерчĕ. Э.Буинцевăн (”Дорстрой” ООО) – 2-мĕш, Тăвай шкулĕнче вĕрентекен Е.Моряковăн – 3-мĕш вырăнсем.
Çак ÿсĕмри хĕрарăмсенчен малтисен йышне Э.Николаева (Йăнтăрчă ял тăрăхĕ), Т.Иванова (Тăвай шкулĕ) тата А.Сормова (Мучар шкулĕ) кĕчĕç.
40–49 çултисен ÿсĕмĕнче ДЮСШра тренерта ĕçленĕ И.Степанов (Тăвай) çĕнтерчĕ. 2-мĕш вырăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн фельдшерĕн А.Петровăн, 3-мĕш – Тĕмер шкулĕнчи Н.Жилкин водителĕн.
Асăннă ÿсĕмри хĕрарăмсем йышлăнах пулаймарĕç. Мала вара Е.Гавриловапа (Элпуç шкулĕ) Ф.Афонина (Мучар шкулĕ) тата А.Титова (райадминистраци) тухрĕç.
50 çул урлă каçнисен ушкăнĕнче пĕр тăван Афанасьевсем – Валерийпе Александр Ильичсем – (пĕрремĕшĕ ДЮСШ тренерĕ, иккĕмĕшĕ – Тăрмăш шкулĕн фельдшерĕ) çĕнтерчĕç. Б. Емельянов физрук (Тĕмер шкулĕ) 3-мĕш пулчĕ.
Хĕрарăмсем хушшинче Н.Александрова (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ), Л.Соловьева (Ç.Пуянкасси ял тăрăхĕ) çĕнтерчĕç. Тăвайри тĕп больницăра ĕçлекен Л.Егорова 2-мĕш, В.Чайкина (райадминистраци) 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Мала тухнисене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: чупу вăхăтĕнче.
А.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика