АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей керменĕ пултăр (Общество)

01 октября 2010 г.

Телей керменĕ пултăр (Общество)

Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тăвай ен çыннисемшĕн пысăк уяв пулчĕ: район центрĕнче ЗАГС çурчĕ хута кайрĕ. Савăнăçлă уява райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи З.П.Гаврилова уçрĕ. Хĕрлĕ хăйăва Тăвай районĕн пуçлăхĕ Н.И.Иванов, Чăваш Республикин юстици министрĕ Н.В.Прокопьева, министр çумĕ – юстици министерствин ЗАГС пайĕн начальникĕ Г.В.Чернова касрĕç. “Урмарская” строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ Н.В.Зайцев симвăллă уçă пачĕ. “Тăвайра çакăн пек хитре çуртсем ытларах çĕкленччĕр”,– терĕ.
Раиса Алексеевна Семенова чĕрĕк ĕмĕр ытла ЗАГС заведующийĕнче ĕçленĕ. Хăйне сума суса уява чĕннĕшĕн тата çакăн пек кермене хăвăрт туса пĕтерме пулăшнăшăн республика, район ертÿçисене, строительсене тав турĕ, лайăх условисем туса панăшăн хăй те кунта ĕçлекенсемпе пĕрле савăннине пĕлтерчĕ.
Тÿпене шурă кăвакарчăнсем вĕçтерсе яни те, культурăпа кану центрĕн артисчĕсен савăк юррисем те уява илем кÿчĕç.
Уявăн иккĕмĕш пайĕ церемонисем ирттерекен зала куçрĕ. Малтанах тин çуралнă ачасене савăнăçлă лару-тăрура регистрацилерĕç. ЗАГС пайĕн специалисчĕ В.М.Новикова Тăвайри Ивановсене, Тăрмăшри Никифоровсене çемьере йыш хушăннă ятпа ăшшăн саламларĕ. Дмитрий Николаевичпа Екатерина Александровна Ивановсем пĕрремĕш ачине Варвара, Вячеслав Анатольевичпа Наталия Владимировна Никифоровсем Евгений ят панă. Ертсе пыракана пĕчĕк ачасем пулăшса пычĕç. Вĕсем сăвăсем каларĕç, парнесем пачĕç. Çамрăк çăлтăрçă вара “çĕнĕ кайăксен” ячĕсен пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕ.
Чăваш Республикин юстици министрĕ Н.В.Прокопьева, район пуçлăхĕ Н.И.Иванов çамрăк ашшĕ-амăшне ача çурални çинчен свидетельствăсем, пепкисене çемçе теттесем пачĕç, ырлăх-сывлăх, телей, юрату, йыш хушса пыма сунчĕç.
Уявăн тепĕр савăнăçлă саманчĕ – Тăрмăшри Егоровсен çемйине пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 600 пин тенкĕ ытлалăх свидетельство пани. Район пуçлăхĕ çулталăк вĕçлениччен те тата 2011 çулта та çамрăк çемьесем пурăнмалли условисене лайăхлатмалли тĕрлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн пулăшу илессине пĕлтерчĕ.
2007 çулта Федерацин амăшĕн капиталĕн саккунĕ вăя кĕнĕ хыççăн районта 370 çын сертификат хуçи пулса тăнă. РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикин уйрăмĕн Тăвай районĕнчи управленийĕн начальникĕ Л.В.Яковлева тепĕр икĕ амăшне Çемье капиталĕн сертификатне пачĕ. Телейлисен хушшинче – Элпуçĕнчи Роза Петровна Елисеевапа Сăхăтпуçĕнчи Наталия Владимировна Александрова.
ЗАГСра уявсем ирттермелли залсăр пуçне клиентсене йышăнмалли кабинет, архив, мăшăрланакансем валли уйрăм пÿлĕмсем вырнаçнă. Çурт тул енчен те, шал енчен те илемлĕ.
ЗАГС органĕн ĕçĕ – нумай енлĕ, ответлă. Пирĕнтен кашниех хăйĕн пурнăçĕнчи пулăма палăртма е çыртарса хума çак служба ĕçченĕсем патне килетех. Пĕрисем мăшăрланнине е ача çуралнине регистрацилеттерме, теприсем – хут уйăрттарма, виççĕмĕшсем – çын вилни çинчен хут çыртарма. Çавăн пекех ытти нумай ыйтăва та татса пама тивет вĕсен – ача усрава илессине, ашшĕлĕхне палăртассине, ята улăштарассине...
Çĕнĕ çуртра вара пĕр-пĕрне юратса пĕрле пурăнма кăмăл тунисем валли Мендельсон кĕвви ытларах янăратăрччĕ. Телей керменĕ пултăрччĕ вăл.
 
Сăн ÿкерчĕкре: ЗАГС çуртне уçнă ятпа Чăваш Республикин юстици министрĕ Н.В.Прокопьева саламлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика