АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сăн-пичĕ туллин курăнтăр (Перепись)

28 сентября 2010 г.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕччен икĕ эрне ытларах кăна юлчĕ. Октябрĕн 14-мĕшĕнче 0 сехетрен çырав пуçланать.
Мĕн тума кирлĕ-ха халăх йышне шута илни.
Çырав вăл çĕр-шывра пурăнакансен пĕр-пĕр паллă тапхăрти сăн-пичĕ. Ăна 10 çулта пĕр хутран кая мар ирттереççĕ. Юлашки çырав 2002 çулта пулнăччĕ.
Çапла вара çырав çĕр-шыври халăх йышне, çынсен пурнăç условийĕсене, çыравсем хушшинчи улшăнусене хак пама май парать. Регионсене федераллă бюджетран укçа-тенкĕ субсидийĕ уйăрассин виçи те халăх йышĕн кăтартăвĕсенчен килет. Регионсем субсиди калăпăшне районсем тăрăх пайланă чух каллех халăх йышне шута илеççĕ.
Перепиç кăтартăвĕсем правительствăна та эффективлăрах ĕçлеме, социаллă политикăна тĕрĕс палăртма, çĕр-шыва экономика кризисĕсенчен тухма пулăшакан йышăнусем тума кăна мар, çынсен пурнăç шайне ÿстерме пулăшакан мерăсем йышăнма май параççĕ. Çапла иртнĕ суйлав пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса, патшалăх приоритетлă наци проекчĕсемпе программăсем (пурăнмалли çурт-йĕр, сывлăха сыхлас, вĕрентÿ тата агропромышленноçа аталантарас енĕпе) туса хатĕрлерĕ. Çавăн пек программăсен шутне “амăшĕн капиталне”, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине, ача çуратакансене хавхалантармалли ытти мерăсене кĕртме пулать. Çавăн пекех хамăр çĕр-шывра çуралнă, тĕрлĕ сăлтавсене пула урăх çĕре кайса лекнĕ çынсене каялла таврăнма пулăшассипе те программа йышăннă пулнă. Ăна пурнăçа кĕртме тытăннăранпа Раççее 17 пин çын куçса килнĕ.
Çырава хутшăнса эпир хамăр çинчен информаци паратпăр, çапла майпа çынсен ку е вăл ушкăнĕсене пырса тивекен малашлăх программисем тăвас ĕçе хутшăнатпăр. Акă ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене панă ыйтусен хуравĕсем ĕç рынокне тĕпчесе çĕнĕрен ĕç вырăнĕсем тума пулăшĕç. Ачасен хисепне пĕлни çĕнĕрен шкулсем тăвас плансене улшăнусемпе хушăмсем кĕртме, ÿсĕм çулне тишкерни çывăх çулсенче пенсие тухакансен йышне пĕлсе тăрса вĕсене пенси тÿлеме укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ кирлĕ пулассине палăртма кирлĕ. Çапла çырав пурнăçăн пур енне те пырса тивет. Акă мĕншĕн ăна çынсем тĕрĕс ăнланни, активлă хутшăнни кирлĕ.
Халăх çыравне хатĕрленес ĕçсем икĕ çул каяллах пуçланнă. Кашни ял поселенийĕнчех ку тĕлĕшпе комиссисем тунă. Вĕсемсĕр пуçне район комиссийĕ пур. Кашни ялтах урамсен ячĕсемпе çуртсем çинчи номерсене çĕнетнĕ. 500 çынран кая мар ялсен схема-планне туса хатĕрленĕ (унашкал ялсем районта – 12). Çырава йĕркелесе иртермелли планпа килĕшÿллĕн çырав участокĕ 3, инструкторсен участокĕ 12, шутлав участокĕ 47 тата стационарлă шутлав участокĕ 6 тунă. Çырав участокĕсем виççĕшĕ те тата инструктор участокĕсенчен виççĕшĕ Тăвайри ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр (ДЮЦ) çуртĕнче вырнаçнă.
Çырава ÿсĕм çулне пăхмасăр пурин те хутшăнмалла. 14 çултан кĕçĕн мар ачасем çыракан паракан ыйтусем çине хăй тĕллĕн хуравлама, кĕçĕнреххисемшĕн ашшĕ-амăшĕ хуравлама пултарать. Документсем кăтартма кирлĕ мар, пурне те çын каланă тăрăх çыраççĕ. Информацие тĕрĕс пĕлекен килте çук çынсемшĕн те хурав пама пултарать. Енчен те çыракана киле кĕртес килмесен, çыннăн хăйĕн стационарти участока пымалла.
Çырав вăхăтĕнчи информаци конфиденциаллă (вăрттăн) шутланать, ăна сарса çÿремеççĕ, вăл статистика тĕллевĕ валли кăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика