28 сентября 2010 г.
Тăвайра донор кунне çулталăк пуçланнăранпа виççĕре яхăн çын хутшăннă. Канашри юн илекен станци кашни кварталта йĕркелет ăна. Район центрĕнче кăна мар, ял поселенийĕсенче те ирттереççĕ донор кунне. Иртнĕ эрнере районти тĕп больницăра 68 çын тÿлевсĕр юн пачĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – “Тăвайри кооператив” потребобществăра, район администрнацийĕнче, “Дорстрой” обществăра, сыхлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем.
“Инкеке лекнĕ çынна юн парса пулăшни сăваплă”, – теççĕ тÿлевсĕр юн пама хутшăнакансем.