28 сентября 2010 г.
“Чечексем, чечексем хĕвелпе çурăлса ÿснисем. Шуррисем, саррисем, хĕрлисем, ларччĕрех, ÿсчĕрех чечексем”, – текен юрă йĕркисем итлекене аякка, илем тĕнчине илсе каяççĕ.
Çынсем илĕртÿлĕхе куçпа курса киленччĕр тесе вара Тăвайри культура çуртĕнче ĕçлекенсем çулсеренех чечек çыххисен уявне йĕркелеççĕ. Кăçал ăна авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирттерчĕç. Асăннă кун çынсем тĕрлĕ чечек çыххисем йăтса культура çуртне васкарĕç. Район центрĕнчи ача сачĕсен коллективĕсем – пĕрремĕш номерли (заведующийĕ Л.Сулагаева), иккĕмĕш (Л.Федорова), виççĕмĕш (Г.Михайлова) – илемлĕ “экспонатсем” тăратрĕç курава.
Кăнтăрла тĕлне Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем (5 “а”, 5 “б” классем) килсе çитрĕç уява. Вĕсем асăннă мероприятие кăмăлласах хутшăнчĕç. В.Александровапа И.Дмитриева ертсе пыракансем тĕрлĕ конкурс йĕркелерĕç. “Пирĕн тăрăхри чечексене пĕлетĕр-и“, “Пÿртре ÿсекеннисене асăнăр, мĕнле юрăра чечексен ячĕсем пур“ – йышши ыйтусене ăмăртмалла хуравларĕç вĕренекенсем. “Ĕмĕтсен фонтанĕ”, “Чечексен кавирĕ”, “Кăмăллă сăмах” ятлă конкурссем те килĕшрĕç ачасене. Культура çуртĕнче ĕçлекенсем çепĕç юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç курма килнисене.
Кĕркунне кашни çулах тĕрлĕрен килет. Тепĕр чухне сарă хĕвеллĕ кунсем чылай пулаççĕ. Илемлĕ чечексем те юр çăвичченех тăраççĕ. Кăçал шăрăх тăнипе ытларахăшĕн шăтмарĕç. Унтан тăм ÿксе хуратрĕ чиперккесене, хăш-пĕрисем чиперех упраннă.
Ача сачĕн коллективĕсене – Дипломпа парне, вĕренекенсене сувенирсем парса хавхалантарчĕç. Чечек çыххисем курава тăратнăшăн Тăвайри Э.М.Павлована, Г.Б.Саперована, Е.Н.Саперована, С.В.Лашманована, Г.В.Волкована, культура çурчĕпе библиотекăра вăй хуракансене, ача сачĕсенче ĕçлекенсене, асăннă мероприятире активлăх кăтартнăшăн вĕренекенсене тав сăмахĕ калас килет.