АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экскурсие кайса килтĕмĕр (Торговля, культура)

28 сентября 2010 г.

Потребобществăра ĕçлекенсен канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелессишĕн тимлеççĕ çуллен. Кооператорсен профсоюз организацийĕ пуçарнипе тĕрлĕ çĕре курма кайса килетпĕр. Ĕçре малта пыракансене, шанса панă тивĕçне аван туса пыракансене хавхалантарма тăрăшаççĕ çапла майпа.
Нумаях пулмасть Мари Республикинче пулнăччĕ. Шереметьев граф пурăннă çурта кĕрсе куртăмăр, ăна 1880 çулсенче тунă. Паянхи кунчченех аван упраннă вăл. Поселокри чиркÿре те килĕшрĕ сутуçăсене. Вĕсем унта çуртасем çутрĕç, пачăшкă кĕлĕ вуланине итлерĕç. Теплоход çине ларса Атăл юхан шывĕн илемĕпе те киленме май тупăнчĕ тата. Пĕр кунлăх экскурсине 16 работнике илсе кайнă. Малашне тата интереслĕрех çул çÿревсенче пулас ĕмĕтсем пур. Пирĕнпе пĕрле “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăри ĕçсене йĕркелесе пыракан Т.Обаськина пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика