28 сентября 2010 г.
Пирĕн кооператорсем хăйсен ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса пынисĕр пуçне республикăра, районта иртекен мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ.
Сывă пурнăç нормине тытса пыракансем “Советская Чувашия”, “Ял ĕçченĕ” хаçатсен парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Унта потребобщество коллективĕ те хутшăннă.
Предприятисем хушшинче “Тăвайри кооператив” потребобщество мала тухнă. Коллектив чысне Валерий Яковлевпа Евгений Гаврилов грузчиксем, Яков Шакров юрист, Наташа Игнатьева сутуçă, Елена Алексеева çăкăр пĕçерекен хÿтĕленĕ. Команда Дипломпа парне илме тивĕçлĕ пулнă.