28 сентября 2010 г.
Уйăх хыççăн уйăх хыçа юлчĕ. Кĕçех çулталăкăн виççĕмĕш кварталĕ вĕçленет. Хутмалли сезон çитрĕ тесен те йăнăш мар. Тата тавар хакĕсем мĕнле улшăнса тăнипе интересленнĕ пирĕн А.Никитина журналист “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçипе В.Федоровпа тĕл пулсан.
Туслă коллектив пирĕн, кашниех харпăр хăйĕн тивĕçĕсене аван пурнăçласа пыма тăрăшать. Виççĕмĕш кварталăн кăтартăвĕсем пирки калама иртерех-ха, пĕтĕмлетме вăхăт çитеймен. Апла пулин те, кунта пурте йĕркеллĕ тесе шанатăп. Ваккăн сутмалли таварçаврăнăш калăпăшĕн, хамăр туса кăларакан япаласене сутмалли плансем пурнăçланмалла. Шăрăх çанталăка пула эмел курăкĕсем пухассипе начартарах ĕçлерĕмĕр. Ялсенче пурăнакансем пирĕн хатĕрлевçĕсене сĕт хаваспах параççĕ. Мучарсенчен сухан çителĕклĕ туянтăмăр. Çĕр улми те илнĕ. Кишĕр, хĕрлĕ кăшман, купăста черечĕ çитет кĕçех.
Магазинсене хутмалли сезона хатĕрлесе çитеретпĕр. Çĕр кăмрăкĕ илсе килнĕ. Газпа хутса ăшăтакан котельнăйсене май килнĕ таран юсаса çĕнетнĕ. Кочегарсемпе операторсене инструктаж памалла. Хĕлле пирĕн çапла çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăнаççĕ.
Уйрăм çынсен магазинĕсенче тавар хакĕсем улшăнсах тăнине пурте аван пĕлетпĕр. Пирĕн апла тума юрамасть. Çăкăрпа булка изделийĕсен хакĕсем, вĕсене пĕçерсе хатĕрлеме тăкак нумай пулать пулин те, çав шайрах хăварма тăрăшрăмăр. Пылак шывсен, пĕчĕк кукăльсемпе пелĕшсен хакĕсем кăштах кăна ÿснĕ. Ытти таварсене сутнине те контроллесех тăратпăр.
Кĕçех ватăсен кунĕ çывхарать. Самантпа усă курса эпĕ потребобществăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене саламлатăп уяв ячĕпе. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп пурне те. Пире, çамрăксене, тĕрлĕ сĕнÿсемпе пулăшсах тăнăшăн тав тăватăп.
Тата пирĕн тепĕр пысăк уяв пулать. Чăвашпотребсоюзне туса хунăранпа юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче 90 çул çитет. Коллектив çак сумлă юбилее ăнăçлă кĕтсе илет. Темиçе çул ĕнтĕ Раççейри кооператорсен организацийĕсем хушшинче малта пырать Чăваш Енри союз. Кăçал тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусем, фестивальсем, канашлусем йĕркелерĕç. Тăвайсем вĕсенче ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Кĕçех кондитер цехĕнче тата “Туслăх” кафере ĕçлекенсем Шупашкарта хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарĕç. Ăнăçу сунатăп ĕçтешсене.
Юлашкинчен çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем пирки аса илтерес килет. Виçĕ уйăх хушшинче ĕçри çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшмалла. Алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне пулăшса лайăх кăтартусемпе кĕтсе илер Чăвашпотребсоюз 90 çул тултарнине.