24 сентября 2010 г.

Элпуçĕнчи вăтам шкул çуртне тăвас ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Çак эрнере спортзал стенисене купаласа пĕтернĕ, халĕ каменщиксем гаража купалассине вĕçлесе пыраççĕ. Тăррине витме тимĕр çукки чăрмантарса тăнăччĕ, халĕ çивиттине кÿрсе килнĕ, витекенсем карнизсем туса тăрă витме хатĕрленеççĕ. Ĕç татти-сыпписĕр комплекслă пулса пырать. Шкулăн ум енне брусчатка сараççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: А.Н.Ермаков газоэлектросварщик. “Страко” фирмăри 5 разрядлă Александр Николаевич Ермаков газоэлектросварщик кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра та пахалăхлă тума тăрăшать. Унăн ĕç стажĕ 20 çула яхăн, хăйĕн специальноçне килĕштерет, ăна Лапсарти вĕренÿ комбинатĕнче алла илнĕ.