24 сентября 2010 г.
Район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрленнине тĕрĕслеме яваплă çынсенчен комисси туса хунă. Çак кунсенче комисси районăн кăнтăр енче вырнаçнă хуçалăхсенче пулчĕ. Çĕнĕ Ишпуçĕнчи С.Хумышев "фермер" хуçалăхĕнче, “Чутеевский” ЯХПКра, Грачев хресчен "фермер" хуçалăхĕнче хĕле хатĕрленсе чылай ĕç тунă. Çĕнĕ Ишпуçпе Чутейре ĕне витисене юсаса реконструкциленĕ. Çапла Чутейре 200 пуç вырнаçмалăх витене çĕнетнĕ, молокопроводсем, сĕт сивĕтекен танкер вырнаçтарнă. Апат хатĕрлемелли миксерсем пулĕç. Малашне сĕте пысăк пахалăхпа сутма май пулĕ. Çĕнĕ Ишпуçĕнче те С.Хумышев фермер кивĕ витене хăй вăйĕпе реконструкцилесе çĕнĕ сăн-сăпат кĕртрĕ. Шалта урайне бетон сарнă, тислĕк кăларассине йĕркеленĕ, пăрусем валли ятарлă вырăн, выльăхсене картишне кăларса уçăлтармалли площадка тунă. Выльăх пăхакансен йăла условийĕсене лайăхлатассине те манман. Кунта сауна, санузел, йăла пÿлĕмĕ пулать.
Комисси “Победа” ОООра тата Б.Алексеев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче хĕле хатĕрленсе тумалли ĕçсем юлса пынине палăртрĕ.