24 сентября 2010 г.
Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче наркотиксемпе кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Ларăва комисси председателĕ, Тăвай район пуçлăхĕ Н.И.Иванов уçрĕ. Элпуç тата Йăнтăрчă ял поселенийĕсенче наркотик хатĕрĕсем сарăлассине пÿлессипе, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе мĕнле ĕçлени çинчен В.Н.Ефимовпа И.П.Хайдукова тухса калаçрĕç.
Элпуç ял поселенийĕн территорийĕнчи 4 ялĕнче те культура учрежденийĕсен работникĕсем ял çыннисен канăвне усăллă йĕркелессипе тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлеççĕ. Çĕнçырмара йĕлтĕрçĕсен эстафетине ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Ял халăхĕ массăллăн тухать старта. Ку енĕпе ялти депутатсем пуçарулăх кăтартаççĕ. Ураскассинчи халăх театрĕн, Çĕнçырмари фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕпе уйрăмах кăмăллă çынсем. Библиотекăсенче табак туртнин, эрех-сăра, наркотиксен сиенĕ çинчен ятарлă стендсем, кĕнекесен куравĕсем хатĕрленĕ. Çак ыйтăва граждансен пухăвĕсенче те çĕклеме тăрăшнă. “Эпир – сывă пурнăçшăн” акцие хутшăнса, Элпуç шкулĕнче вĕренекенсен агитбригадине йĕркеленĕ. Волонтерсем ялсем тăрăх çÿресе халăх йышлă пулакан вырăнсенче концертсем кăтартни, киревсĕр йăласене сивлесе калаçусем ирттерни çинчен те пĕлтерчĕ Владимир Нкифорович.
“Халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатмалла пирĕн, çак ĕçе ялти активистсене, депутатсене явăçтармалла”, – терĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Ефимов юлашкинчен.
Элпуç тăрăхĕнче вырнаçнă Эль кÿлли çынсемшĕн кану вырăнĕ пулса тăнă. Район пуçлăхĕ Чăваш Республикин Çут çанталăк палăкĕн йышне кĕртнĕ кÿлĕ таврашĕнчи санитари тĕлĕшĕнчи лару-тăрупа интересленчĕ. Чăнах та, юлашки вăхăтра тавралăх илемне упрас, ăна тасатса тăрас тĕлĕшпе ял поселенийĕ те, шкул ачисем те сахал мар вăй хураççĕ.
Йăнтăрчă ял поселенийĕн пуçлăхĕ И.П.Хайдукова халăха сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарассипе, ăнлантару ĕçне йĕркелессипе вырăнти влаç культура, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ сферинче ĕçлекенсемпе, депутатсемпе пĕрле çыхăнса ĕçленине каласа хăварчĕ. Кăçал “Мăкăнь” операци вăхăтĕнче Октябрь выçăлккинче пĕр кил хуçалăхра мăкăнь типĕтнĕ тĕслĕх тупса палăртнине асăнса хăварчĕ. Наркомани ыйтăвĕ çине ытларах тимлĕх хумалла. Район тулашне ĕçлеме каякан, наркотикла хатĕрсемпе усă курас сĕмлĕ çынсене куçран вĕçертмелле мар. Культура учрежденийĕсенче каçхи дежурствăсем тăратмалла, рейдсем ирттермелле”, – терĕ вăл.
“Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер” акци итогĕсемпе комисси секретарĕ А.Г.Титова паллаштарчĕ. Акци пынă вăхăтра районта шанăç телефонĕ ĕçленĕ. Вĕренекенсем хушшинче сарăлнă сиенлĕ йăласене тĕпчес тĕллевпе тест ыйтăмĕ, шкулсенче, спорт, культура учрежденийĕсенче наркомание сивлесе мероприятисем йĕркеленĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшне те явăçтарнă. Йĕрке хуралĕнче, медицинăра ĕçлекекенсем пулнă.
Кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйту – “Районăн “2010–2020 çулсенче Тăвай районĕнче наркотикла хатĕрсемпе усă курнине тата вĕсен закона хирĕçле çаврăнăшĕпе кĕрешмелли комплекслă мерăсем” тĕллевлĕ программине туртмалли хутăшсемпе тата вĕсен компоненчĕсемпе усă курнине хирĕçлесе пурнăçлама пăхнă ĕçсем пирки улшăнусем кĕртесси çинчен.“
“Наркотиксен çаврăнăшĕпе çыхăннă лару-тăру район территорийĕнче кăткăс теме çук-ха, – терĕ шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.С.Борисов.– Çавах та çак ыйтăва тимлĕхрен вĕçертмелле мар. Наркотик экспорчĕ, тĕслĕхрен, ытти республикăсене пирĕн район витĕр те иртме пултарать. Республикăра дезоморфин хатĕрĕсем туса хатĕрленĕ тĕслĕхсем тупса палăртнă. Вĕсем питĕ хăватлă препаратсем шутланаççĕ. Вĕсен упаковки çине эмел ячĕсем çырса суйса та сутаççĕ. Шкулсенче иртекен ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене право хуралĕн представителĕсене, ял поселенийĕн ĕçченĕсене чĕнмелле.
Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи В.Я.Шакров кăçалхи август уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ территорири право органĕсен ларăвĕнче район администрацийĕсем умне тăратнă тĕллевсене пурнăçласси пирки калаçнă.
Лару ĕçне район прокурорĕ В.Г.Николаев, Раççей Федерацин наркотиксемпе кĕрешекен службин Чăваш енри управленийĕн Канашри районсем хушшинчи пайĕн начальникĕ В.Н.Борисов хушăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.
Юлашкинчен лару ĕçне комисси председателĕ Н.Иванов пĕтĕмлетрĕ. Çамрăксене “шурă вилĕм” шеллемест. Эрех-сăрапа айкашни те наркотик пекех хăрушă черчен организмшăн. Сăмакун юхтарса сутакансене хирĕç кĕрешĕве вăйлатмалла. Культура ĕçченĕсен халăх хушшинче концертсемпе, спектакльсемпе ытларах пулмалла. Уявсенче çеç мар, ахаль кунсенче те. Профилактика ĕçĕнче общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлемелле, терĕ.