21 сентября 2010 г.
Йĕпреçри “Патвар” физкультурăпа спорт комплексĕнче республикăн кăнтăр енчи район хаçачĕсен редакцийĕсенче ĕçлекенсен спорт спартакиади иртрĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртусене кăçалхипе улттăмĕш хут йĕркелеççĕ. Вăл çуллен тĕрлĕ районта пулать. Ăмăртусем сывă пурнăç йĕркине пропагандăланипе пĕрлех райхаçат редакцийĕсенче ĕçлекенсене пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытма, спорт енĕпе аталанма пулăшаççĕ. Йĕпреç çĕрĕ çинче 6 район команди пухăнчĕ (патăрельсемпе шăмăршăсем кăна пыраймарĕç). Журналистсем дартсра, армреслингра, вĕрен туртса, вырăнтан тăршшĕне сикессипе, шывра ишессипе, мини-футболпа тупăшрĕç. “Ял ĕçченĕ” хаçат чысне çав ăмăртусенче И.Соловьевпа А.Никитина журналистсем, В.Кайсарова тĕп бухгалтерпа Е.Шибалов кассир, Л.Якку тĕп редактор тата И.Кузьмин водитель хÿтĕлерĕç. Тăршшĕне сикессипе Е.Шибалов, дартсра В.Кайсарова 2-мĕш вырăнсем йышăнчĕç пулсан, командăпа вĕрен туртассипе – 1-мĕш. Результатсене пĕтĕмлетсен, тăвайсем 4-мĕш вырăна тухрĕç. Ăмăртусенче чи çамрăк команда – вăрнарсем çĕнтерчĕç.