АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿлĕсене тасатмаллах (Экология)

21 сентября 2010 г.

Раççей халăхĕшĕн 2010 çул шăрăхпа “паллă” пулса юлĕ. Астăватăп-ха, 1972 çулта çĕр-шывра сахал мар вăрман лаптăкĕ çунса пĕтрĕ. Аякра çунать пулсан та, яла сĕрĕм вăйлах çитнĕччĕ, пахча хыçĕнчи йăмрасем аран çеç палăратчĕç. Ун чухнехи хуçалăх председателĕ вырăнти радиопа тăтăшах тухса калаçатчĕ. Вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтеретчĕ. Каçхи хурал пурччĕ.
Çапла, кăçалхи типĕ çанталăка иртнипе танлаштараймăн. Чылай çĕрте алхаснă пушарсене пула тăкакĕ те пысăк пулчĕ. Çуннă йывăçсем вырăнне çĕнĕрен лартсан çитĕнĕç-ха. Нумай вăхăт иртет пулсан та. Анчах вут-çулăмра вилнĕ çынсене вара каялла тавăраймăн.
Шăрăха пула районти ялсенче пусăсем типрĕç, çăл куçсем вăйсăрланчĕç. Хальтерех вăйлă çумăрсем лÿшкемесен хĕл каçа мĕн пулĕ. Шыв пăрăхĕсемпе усă куракансем аптăрамĕç. Пирĕн ялта аслă урамра кăна вĕсем. Колонкисем те яланах йĕркеллĕ ĕçлеççĕ теме çук.
Тепĕр ыйту. Пирĕн икĕ ял варрипе кÿлĕсем пулнă. Шапасем юрлама пăрахрĕç вĕсенче. Курăк ашкăрма пуçларĕ. Шăрăха пула типсе çуркаланса пĕтрĕç. Çав икĕ кÿллине халĕ, уяр тăнă вăхăтра, юшкăнтан тасатсан мĕн тери аван пулмалла. Ялта шыв кирли каламасăрах паллă. Пушар хăрушлăхĕнчен те.
Тăвайри автозаправка хыçĕнчи кÿлĕ те типсе ларчĕ. Темиçе çул каялла çынсем шыва кĕрсе савăнатчĕç унта. Паян вара хур-кăвакал чăмпăлтатмалăх та çук. Ăна тата ытти ялсенчи типнĕ кÿлĕсене те питĕ тасатмалла. Тимлĕхе илесчĕ районти яваплă çынсен çак питех те пĕлтерĕшлĕ ыйтăва.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика