21 сентября 2010 г.

Сăмахăм Тăрмăшри Нина Григорьевна Семенова пирки. Ялти ал ĕç ăсти туй тумтирĕ, хĕрарăм капăрлăхĕн хатĕрĕсене ăсталама юратать. Культура çурчĕ çумĕнчи “Çăлкуç” фольклор ушкăнне те Нина Григорьевна “тумлантарчĕ” тесен йăнăш пулмĕ. Çум çакки, масмак, касите, тухьясем, хитре тутăрсем ăсталаса, çĕлесе, тĕрлесе пачĕ вăл ял артисчĕсене. Эпир халĕ чăваш çи-пуçĕпе тухатпăр сцена çине. Тавах уншăн Нина Григорьевнана.
Хăйĕн мăнукне те чăваш тумĕ хатĕрлесе пачĕ. Тухья тăхăнсан К.Иванов поэминчи Нарспинех аса илтерет Катя.
Нина Григорьевна – ал-ĕç ăстисен кружокĕн ертÿçи. Тутăрсем, шарфсем, ытти япаласем çыхма вĕрентет ялти хĕрарăмсене. Ÿркенмест, яланах çĕннине шырать. Тĕрлĕ хаçат-журнал вулать. Ялти художество пултарулăх ĕçне хутшăнма та вăхăчĕ пур унăн. Ташша-юрра питĕ ăста. Нумай юрă пĕлет: вĕсен кĕввисене хăвăрт астуса юлать. Турă панă талант пурах çак хĕрарăмра. Ахальтен купăсçă пулайрас çук пулĕ. Кăçал та купăс каласа пире ял уявĕнче юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ вăл. Эпир питĕ хавас çакăншăн. Мăнкунра та тăванĕсене савăнтарать хăйĕн пултарулăхĕпе. Пĕр ратнерен эпир Нина Григорьевнапа.
Канаш районĕнчи Иртемен Кушкă ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă вăл. Сакăр ывăл пулнă çемьере. Кĕçĕнни хĕрача çуралсан пурте питĕ савăннă. Ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕсем юратнă хĕр пĕрчине. Вăтам шкул пĕтерсен Нина Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе ветеринар специальноçне алла илнĕ. Ăна Хучель ялне ĕçлеме янă. Унта вăл кÿршĕ районти Тăрмăш ял каччипе И.Семеновпа паллашса çемье çавăрнă.
Мăшăрĕ пирки пĕр-ик сăмах каласа хăварас килет. Ырă çын ырă ята тивĕçлех. Иван Дмитриевич мĕн пенсие тухичченех Ленин ячĕллĕ хуçалăхра тракторпа ĕçленĕ. “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” хисеплĕ ятпа чысланă ăна. Тĕрлĕ шайри депутат пулма шаннă сатур ĕçчене ял çыннисем. Кăмăлĕпе савăк, сăпайлă çын вăл. Семеновсем пĕр хĕрпе икĕ ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Надя хĕрĕпе кĕçĕн ывăлĕ Гриша Мускавра пурăнаççĕ, вăталăххи Дима Канашри пушар чаçĕнче тăрăшать. Ачисем çемьеллĕ. Куç тулли мăнукĕсемпе савăнаççĕ Нина Григорьевнапа Иван Дмитриевич ватлăх кунра. Ĕçсĕр лармаççĕ пĕрре те. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал вĕсен. Хуçалăхне те çĕнетсех тăраççĕ. Акă ывăлне ялти çĕнĕ урама кил-çурт çавăрса пама нумай пулăшрĕç вĕсем.
Хăçан купăс калама вĕреннĕ-ха çак хĕрарăм. Тахçантанпах интереслентерет çакă мана. Пĕринче вара хăюлăх çитерсех ыйтрăм. “Пĕчĕк чухнех купăса турта-турта кĕвĕ кăлараттăмччĕ. Пиччесем ăста вăйăçсемччĕ, вăйăсенче хĕрсемпе каччăсене питĕ ташлаттаратчĕç. Хамăн та вĕсем пек пулас килетчĕ. Ытларах атте-анне ĕçре чухне тытаттăм купăса. Çиччĕмĕш класра чухне юлташ хĕрсене самаях юрлаттараттăмччĕ, – ăшшăн аса илчĕ иртнине маттур купăсçă. –Анне те купăс калатчĕ. Атте савăнса итлетчĕ. Эпĕ купăс каланă чух пĕрле юрлатчĕ, ташлатчĕ”.
Качча тухса ача-пăчаллă пулсан питех тытма вăхăчĕ те пулман купăсне. Сысна ферминче ветфельдшерта ĕçленĕ малтанхи çулсенче Нина аппа. Пĕр вăхăт ферма заведующийĕ те пулнă. Кирек ăçта ĕçлесен те хăйĕн тивĕçне чыслăн туса пынипе палăрнă. Унăн тав хучĕсемпе грамотăсем чылай. Пенсие кайиччен Канаш хулинче гостиницăра администраторта та ĕçленĕ. Ун çинчен “Канаш” хаçатра ырласа çырса кăларнă.
Эпир, культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне çÿрекенсем, Нина Григорьевнапа чăнахах та мухтанатпăр, савăнатпăр, ăна ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр. Малашне те пире вĕрентсе пырăр: юрлама-ташлама та, çĕлеме-тĕрлеме те.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăрмăшри Н.Г.Семенова.