21 сентября 2010 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн “2010–2011 çулсенчи сезонта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ĕçлеттересси çинчен” постановленине пурнăçа кĕртсе район пуçлăхĕ Н.Иванов хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕ сезона хатĕрленмелли ĕçсен планне тата комисси туса хунă.
Районта пурăнмалли çурт-йĕрпе объектсене хутса ăшăтакан 38 котельнăй пур, вĕсенчен 34-шĕ хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама хатĕр. Ялсенчи фельдшер пункчĕсем валли çителĕклĕ чухлĕ çĕркăмрăк илсе килнĕ.
Тăвай ял поселенийĕ хĕле хатĕрленме панă 700 ытла пин тенкĕ укçапа 4 тата 5-мĕш котельнăйсенче çĕнĕ хурансем лартнă, виççĕмĕшĕнче хурансен пайĕсене çĕнетнĕ. Ытти укçа-тенке иккĕмĕш котельнăйне газпа хутса ăшăтмалла тăвас ĕçсене вĕçлеме янă. Мучарти фельдшер пунктĕнче газпа хутса ăшăтма пуçлас ĕçсем пыраççĕ. Иккĕмĕш котельнăйĕнчи ĕçсене хăвăртлатмалла. Тăваттăмĕш, пиллĕкĕмĕш котельнăйсенче хурансене улăштармалла. Виççĕмĕшĕнче те ĕçсем пур-ха. Операторсене аттестацилемелле. “Акконд–агро фирма” обществăн котельнăйĕнче хурана çуса тасатмалла, юхнине пĕтермелле тата ытти те. “Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управляющи компани” обществăн газпа усă курнăшăн пухăннă парăма – икĕ миллиона яхăн – парса татмалла. Çав шутра халăхăн – 1 миллион та 46 пин тенкĕ. Çапла ыйту тухса тăрать. Хĕллехи сезона пуçлас вăхăта хамăрах чарса тăмастпăр-ши.
Ку енĕпе хваттерсенчи çынсен те хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламалла. Пÿлĕмсенчи ăшă урама усăсăр тухса ан кайтăр тесен, чÿречесемпе алăксем çумĕнчи хушăксене хупламалла. Çапла тусан хваттер хăвăрт сивĕнмест, газ хуранĕсене те нумай çунтармалла мар, тăкак та ытлашши пулмасть.
Çавăн пекех электроэнергипе те йĕркеллĕ усă курмалла. Урамри линисенчен çаклатса тĕрлĕ ĕçсем тума юрамасть. Çапла ĕçлесен электроэнергие вăрлани, çынсен енчĕкĕсене хăйсем сисмесĕрех çÿхетни пулать. Подъездсенче, çурт умĕсенче, путвалта лампочкăсене усăсăр ан çунтарăр. Хăвăр тимсĕрлĕхе пулах электроэнергишĕн тÿленĕ чухне ыйту сиксе тухма пултарать.
Кĕскен каласан, перекетлĕх пĕтĕмпех хăвăртан килет.
Хутмалли сезон пуçланасси нумай юлмарĕ. Çавăнпа, пурин те пĕрле тăрăшса, çитменлĕхсемсĕр кĕтсе илмелле ăна.