21 сентября 2010 г.
Çулталăк пуçланнăранпа паянхи куна 58 туй пулнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 74 çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Иртнĕ шăматкун Кивĕ Пуянкасси каччи А.Максимов Çĕнĕ Пуянкасси хĕрĕпе Н.Ивановапа алла-аллăн тытăнса пĕр çулпа утма пуçланă. Туйсен шучĕ сахалланни çамрăксем мăшăрланас умĕн çиччĕ виçсе пĕрре касма пуçланинчен те килет пулĕ ĕнтĕ. Çитес канмалли кунсенче тепĕр тăватă мăшăр хушăнать çемьеллисен йышне.
Эх, арканаççĕ те çав çемьесем тата. Кăçал паянхи куна 22 мăшăр (2009 çулта – 25) уйрăлнă. Иртнĕ çулхи кăтартуран кăштах сахалтарах пулин те, кăçал пĕрлешнисенчен çуррине яхăн ку.
Ача çураласси ÿснĕ. 2009 çулта çак тапхăрта 121 ача çутă тĕнчене килнĕ пулсан, кăçал – 128. 72 хĕрача çуралнă, арçын ача – 56.
Ытларах çемьесенче пĕрремĕш ача кун çути курнă (57), иккĕмĕш – 46, виççĕмĕш – 20, тата ытларах – 5.
Вилеслĕх чакнă. Кăçал паянхи куна 206 çын вилнĕ пулсан, пĕлтĕр çак тапхăрта 216 пулнă.