17 сентября 2010 г.

Чăваш халăх художникĕ М.С.Спиридонов çуралнăранпа 120 çул çитнине паллă туса Шупашкарти ÿнер музейĕнче унăн пултарулăхне халалланă курав уçăлчĕ. Выставкăна хамăр ентеш, музей директорĕ Г.В.Козлов уçрĕ. Тухса калаçнисем хушшинче Чăваш Республикин культура министерствин, гуманитари институчĕн, художниксен союзĕн представителĕсем, М.С.Спиридоновăн çурт-музей директорĕ, художникăн тăванĕ О.И.Меркурьева тата Енĕш Нăрвашри музей директорĕ В.Петров пулчĕç. Курава М.С.Спиридоновăн тăванĕсем тата нăрвашсем чылайăн пухăннă.
Киçтĕк ăстин картинисене 2–3-мĕш хутсенчи залсене вырнаçтарнă. Паллă ĕçĕсем хушшинче “Шăпăрçăна”, “Качча каякан хĕре”, “Тăла тÿнине”, “Степанов художник портретне”, “Канашри вакунсем юсакан завода тунине”, хăйĕн автопортретне тата ыттисене асăнмалла. Пурĕ 80 ытла ĕç. Куравра живопиçпе пĕрлех графика ĕçĕсем те пур. М.С.Спиридонован хĕрĕ Августа Моисеевнапа мăнукĕ Людмила Павловна Григорьева-Савушкина та династие малалла тăсса художниксем пулса тăнă. Хальхи куравра художник мăнукĕн ĕçĕсемпе 3 залра паллашма пулать. Вĕсенчен ытларахăшĕ – портретсем.
Вулакан астума кирлĕ: художник çуралса ÿснĕ яла, Енĕш Нăрваша, юбилей кунĕсенче республикăри ÿнерçĕсем пленэра килсе кайнăччĕ. Вĕсен ĕçĕсем ялти истори астăвăмĕн музейĕнче пулнă хыççăн Ÿнер музейĕнче вырăн тупрĕç. Ялти музее, курав хупăннă чух, В.Степанов, В.Яковлев, А.Иванов хăйсен ĕçĕсене парнелесе хăварчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: Музейре курав вăхăтĕнче.