17 сентября 2010 г.
Иртнĕ вырсарнире футболла выляса район кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пуçланчĕç. Тăвайри “Дорстрой” “Лидерпа” тĕл пулчĕ. Пĕрремĕш тайм 2:1 шутпа вĕçленчĕ пулсан, иккĕмĕшĕнче “Дорстрой”, тапăнакан линие çирĕплетнĕ хыççăн, тепĕр 5 мечĕк тапса кĕртме пултарчĕ. Николай Матвеев, Алексей Николаев, Михаил Васильев икшер мечĕк тапса кĕртрĕç. Артур Федоров шучĕ çинче – 1 гол. 7:1 – çак шутпа выляса илчĕ “Дорстрой”. Кубок вăййисем пурте Тăвай стадионĕнче шăмат кунпа вырсарнисенче 2 ушкăнра иртеççĕ. Чи вăйлисем – “Дорстрой”, “Лидер”, енĕшнăрвашсем – пурте пĕр ушкăна лекнĕ. Тепĕр ушкăнĕнче – тушкилсем, чутейсем, йăнтăрчăсем. Ушкăнра 1-мĕш вырăн йышăнакан команда, тепĕр ушкăнра 2-мĕш вырăн йышăннипе çурма финалта тĕл пулать. Çĕнтерÿçĕсем финала тухаççĕ.