10 сентября 2010 г.
Журналист. Шкулта вĕреннĕ чухнех кăсăкланаттăм çак профессипе. Юратнă пичче, Анатолий Тимофеев сăвăç çакнашкал интереслĕ çул суйласа илнипе питĕ хавхаланаттăм. “Шурă хут çинчи сăмах хăватлă”, – тесе вĕрентетчĕ ялан. Алла аттестат илнĕ хыççăн журналист пулмах шутларăм. Чăваш патшалăх университетĕнче ку енĕпе вĕрентĕм. Аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă хыççăн Тăвай ене ĕçлеме ячĕç. Унтанпа 25 çул çитрĕ. “Ял ĕçченĕ” хаçата кăларакан коллективра пĕр вырăнта 40 çула яхăн ĕçлекенсем те пур. Вĕсенчен вĕренмелле те вĕренмелле-ха. Хамăн пурнăç çулĕсенчен çуррине ытла редакцинче ĕçлесе эпĕ те утса тухнă сукмакăма каялла çавăрăнса пăхма ирĕк илтĕм тесе шухăшлатăп. Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкайăн “Таня” ятлă поэминчи тĕп сăнар калашле тĕклентĕм пулĕ çÿлерех асăннă тапхăрта. Çавăнпа сăмахăма малалла тăсам. Хам çинчен мар, пурнăçри ыйтусем пирки.
Енчен те 25 çул хушши шкулта е больницăра ĕçлесен, вĕрентекенсемпе, сывлăх хуралĕнче тăрăшакансене патшалăх пенси тÿлеме пуçлать. Журналистсен те, ял ĕçченĕсен те, ытти çĕрте вăй хуракансен те ĕçĕ çăмăл мар. Анчах эпир çавнашкал сума нихăçан та тивĕçлĕ пулаймастпăр пулĕ. “Шкулта е больницăра ĕçле пенси илес килсен”, – текенсем те пулĕç. “Хаçатра ĕçлесе пăхăр-ха”, – тесе кĕскен хуравлăп вĕсене. Ку – пĕрре.
“Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен” закона 1991 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче йышăннă. Унăн пĕрремĕш статйинче хаçат-журнал ирĕклĕхĕ пирки каланă. Шел пулин те, пурнăçра апла мар. Законăн тăваттăмĕш статйинче кăтартнă чарусемсĕр пуçне (экстремизмпа терроризм шухăшĕсене саракан, преступлени тума вĕрентекен, çын сывлăхне витĕм кÿрекен, патшалăхăн вăрттăнлăхĕсене уçса паракан, наркотик хатĕрлеме е сутма хистекен статьясене кун çути пама юрамасть) пурнăçри ытти çитменлĕхсем пирки уççăнах сăмах хускатма юрать. Çÿлтисем вырăнти пичет кăларăмĕсене куçран вĕçертмеççĕ, çирĕп контроллесе тăраççĕ. Хаçатăн вара нимĕнле цензура та пулмалла мар. Çакăн пирки тăваттăмĕш статьяра каланă. Пурнăçри çитменлĕхсем çинчен çырнисене пичетлеме чараççĕ хальлĕхе.
“Ача садĕнче те, шкулсенче те ятарласа вĕреннĕ специалистсем ĕçлемелле”, – терĕç районти вĕрентекенсен канашлăвĕнче. Сывлăх хуралĕнче те çаплах ĕнтĕ. Пичетре те вĕреннисем ытларах пулсан аван. Çавăн пекех Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухакансем ялсене килме васкаманни те шухăшлаттарать. Кунта редакцисенче ĕç вырăнĕ çукки е ĕç укçи пĕчĕк пулни витĕм кÿрет ĕнтĕ. Çитес пилĕк-ултă çултан хаçатçăсем умне кадр ыйтăвĕ сиксе тухма пултарать, ман шутпа.
Журналистсен ĕç условийĕсем те тивĕçлĕ шайра мар. Хаçат-журнал, кĕнеке вуласа кăна пĕлĕве çĕнетнипе вырăнти пичет кăларăмĕсен содержанине пуянлатма çук. Тухтăрсемпе вĕрентекенсем пекех журналистсене те курссем кирлĕ.
Апла пулин те, пĕрре те ÿкĕнместĕп журналист профессине суйласа илнĕшĕн. Малашлăхра пичет тата витĕмлĕрех пуласса çирĕп шанатăп. “Ял ĕçченĕ” хаçата суяпа ултава хирĕç тăма, тĕрĕслĕхе тĕпе хума, юлташпа тăшмана уйăрма, йăпăлтисемпе икĕ питлисенчен айккинче тата çынпа çын пек пулма вĕрентнĕшĕн, кĕскен каласан, пурнăç кукăльне ас тивтернĕшĕн тав тăватăп.