АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионер пĕрремĕш çырăннă (Связь)

10 сентября 2010 г.

Пенсионер пĕрремĕш çырăннă (Связь)

–2011 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн илсе тăма Сăхăтпуç ялĕнче “Ял ĕçченне” чи малтан Иван Кузнецов çырăнчĕ, – пĕлтерчĕ пире кунти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Елена Яковлевна Исаева.
Иван Кузнецов ялта ĕçлесе пенсие тухнă, хальхи вăхăтра Тушкилти ваттисен çуртĕнче пурăнать. Çапах та Сăхăтпуçĕнчи кил-çуртне килсех тăрать. Район хаçатне те яланах тăван ялĕнчи çыхăну уйрăмĕнче çырăннине каларĕ Елена Яковлевна.
Хальхи вăхăтра Сăхăтпуç ялне 61 экземпляр “Ял ĕçченĕ” пырса тăрать. “Умĕнхи çулсенчипе танлаштарсан, район хаçатне çырăнса илекенсен йышĕ хушăннă, ăна çичĕ-сакăр экземпляр ытларах илсе тăраççĕ.
–Ÿлĕмрен те çак виçерен кая мар çырăнасса шанатпăр, – тет вырăнти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Е.Исаева. – Район хаçачĕ пуриншĕн те çывăх-çке. Районти, тепĕр чухне хăв пурăнакан ялти хыпарсене те, хаçат вуласа кăна пĕлетĕн.
Елена Яковлевна Исаева хăй – Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнчен. Хĕр шăпи ăна хăй вăхăтĕнче Сăхăтпуç каччипе тĕл пултарнă, Валерий Павлович Исаевпа пĕр çемье чăмăртанă. Вĕсен икĕ ывăл çитĕнет, иккĕшĕ те Тушкилти вăтам шкулта пĕлÿ пухаççĕ. Спортпа туслă, ăмăртусене хутшăнса начар мар кăтартусем тăваççĕ. Мăшăрĕ, Валерий Павлович, строительство техникумĕ пĕтернĕ, вырăнта ĕçпе тивĕçтерменрен тăтăшах республика тулашне ĕçлеме кайса çÿрет.
Елена Яковлевнана çыхăну ĕçĕнче, халăхра пичет продукцийĕ сарас тата ытти услугăсемпе тивĕçтерес енĕпе хăйне чылайранпа ĕнтĕ Валентина Геннадьевна Владимирова почтальонка пулăшса пынине ырăпа асăнчĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: çыхăну уйрăмĕн начальникĕпе Е.Исаевапа В.Владимирова почтальонка ĕçре.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика