АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЗСра асфальт сарчĕç (Строительство)

10 сентября 2010 г.

Тăвайри автозаправка станцийĕнче, унăн заведующийĕ Михаил Алексеевич Семенов каланă тăрăх, пĕлтĕр çунтармалли-сĕрмелли материалсен пăрăхĕсене улăштарнă. Кăçал кунта территорие асфальт сарса тикĕслеме пăхнă, мĕншĕн тесен автозаправка территорине пырса кĕнĕ çĕрте тата территори хăй те чылай ванса-лакăмланса пĕтнĕ, унта кĕрсе тухма çăмăлах марччĕ. Халĕ кунта “Дорстрой” ООО строителĕсем ĕçлерĕç, кĕске хушăрах бордюрсем турĕç, территорие асфальт сарса тикĕслерĕç. Малтан кунти ĕçсене Т.Е.Дьяконова инженер, унтан Евгений Илларионов йĕркелесе тăнă. “Дорстрой” обществăн ĕç тăвакан директорĕ В.В.Васильев та кунти ĕçсене тимлĕхре тытнă.
– Чечек клумбисем те хывăпăр, ытти енчен те йĕркелĕпĕр территорие”, – терĕ АЗСăн вырăнти ертÿçи М.А.Семенов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика