АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралакан ачасен сывлăхне пĕтерет (Здравоохранение)

07 сентября 2010 г.

Пирĕн хĕрарăмсем пуласлăхăмăрăн никĕсне хывнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Анчах вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем алкогольлĕ шĕвек ĕçсе хăйсен сывлăхне пĕтереççĕ, ар органĕсене чирлеттереççĕ.
С.Пащенков тĕпчевçĕ пилĕк çул хушши алкоголизм чирĕпе аптăракан 3300 хĕрарăма сăнаса тăнă. Вĕсенчен 85,3 проценчĕ тĕрлĕ чирпе асапланнă, 40,6 проценчĕ – ар органĕсен чирĕпе. Эрех ĕçсе пурăнакан хĕрарăмсем пачах ĕçменнисенчен 2,5 хут ытларах нушаланаççĕ гинекологи чирĕсемпе. Эрех организма начарлатать, нерв тата эндокрин системисене хавшатать. Черккепе туслă хĕрарăмсем пĕр кунтах хăйсен партнерĕсене 2–3 хут улăштарма пултараççĕ, çавăнпа вĕсен ар органĕсем тăтăшах чирлеççĕ, пачах ача çуратайми те пулаççĕ.
Çие юлнă вăхăтра хĕрарăм ÿсĕр пулчĕ пулсан, сывлăхлă ача çураласса шанма йывăр. Виçĕ уйăхчен хырăмри пепкен органĕсем йĕркеленесси пырать. Çав вăхăтра пулас амăшĕ алкогольлĕ шĕвек ĕçме пăрахмасан, ача алсăр е урасăр, çурăк туталлă е ытти çитменлĕхсемпе çуралма пултарать.
Малашне те алăран черкке ямасан, пепке вăхăтсăр кун çути курать е вилĕ тухать.
Ĕмĕртекен хĕрарăмсен те эрех ĕçессинчен айккинче тăмалла. Кăкăр сĕчĕпе пĕрле ача организмне те çитет хаяр шĕвек, унăн нерв системине сиенлеме пуçлать. Пĕчĕк çын эрех витĕм кÿнипе начар çывăрма пуçлать, тăтăшах канăçсăрланать, ăна чĕтретет, аталану тапхăрĕн хăвăртлăхĕ чакать унăн.
Çавăнпа сывă ачаллă пулас тесен, çăвара пĕр тумлам эрех те ан ярăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика