07 сентября 2010 г.

Ырă ĕç хăйне хăех мухтать. Тушкил тăрăхĕнче чăннипех ĕç вĕресе тăрать тесен те йăнăш пулмĕ. Тушкилти ял поселенийĕ ялта комплекслă компактлă застройка тумалли конкурса çĕнтерсе илнĕ кăçал. Унпа уйăракан укçа-тенкĕпе – пĕтĕмпе 6 млн. тенкĕ – культура çуртне, шкулпа вырăнти врач офисне, ясли-сада тĕпрен юсаса лайăхлатма усă кураççĕ. “Партнер” ООО культура çурчĕн тăррине профнастилпа витсе панă, кăсăруклă, илемлĕ тунă. Çак ятпа “Партнер” ООО ертÿçисем Шупашкартан артистсем илсе килсех ял халăхне культура çуртĕнче концерт кăтартнă. Сергей Павлов, Валерий Дмитриев, Ирина Музыкантова артистсем килнĕ ял халăхне юрă-ташăпа савăнтарма. Ял çыннисем “Партнер” ООО ĕçĕпе те, концертпа та кăмăллă юлнă. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.И.Захаров грамотăсем парса та чысланă “Партнер” обществăра ĕçлекенсемпе унăн ертÿçине А.Г.Матвеева. Концерта район пуçлăхĕ Н.И.Иванов тата “Шимкусский” ЯХПК ертÿçи, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ю.А.Алексеев та хутшăннă. Комплекслă компактлă застройка конкурсра çĕнтерсе илнĕ укçа-тенкĕпе вара ялти культура çуртĕнчи ĕçсемсĕр пуçне шкулти спортзалта çĕнĕрен урай сарнă, пластик чÿречесем лартнă, алăксене çĕнетнĕ, штукатурка тунă, сăрланă. Кунта “Янтиковская” МСО ĕçченĕсем вăй хунă. Врач офисĕнчи тĕп юсава та вĕсемех тунă, чÿречесене пластикрен лартнă, электропроводкăсене улăштарнă, сăрламаллине сăрланă, тÿрлетнĕ, алăксене çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра тĕп юсав ĕçĕсем ялти ясли-садра пыраççĕ. Пĕтĕм ĕçе кăçалхи ноябрь тĕлне вĕçлемелле. Çав тĕллевпе тăрăшаççĕ те кунта “Монтаж ВОСВ” ООО ĕçченĕсем.
Кĕçнерникун “Партнер” ООО тÿлевсĕр концерт кăтартнă пулсан, эрнекун вара “Билайн” компани Тушкилте, часовньăпа шыв башни хушшинче, спутник урлă çыхăну йĕркелекен антенна вырнаçтарнă. Кунти ĕçсем вĕçленсен тушкилсем те сотовăй телефонпа çăмăллăнах шанчăклă çыхăну тытма пултарĕç.
Ĕç вара ялĕнче çеç мар, уйра та вĕресе тăрать. Çул çинчен Тушкилпе Йăнтăрчă вăрманĕ енчи пусăра тракторсем ĕçленине курса, эпир, районти Николай Родионович Краснов тĕп агрономпа иксĕмĕр малтанах унта çитсе курма шутларăмăр. Пусă çаврăнăшĕнче 7-мĕш уй шутланать иккен ку вырăн. 100 гектарлă уй фермер хуçалăхĕн, Моряковсен. Эпир тата Андрей Николаевич Моряков суха агрегачĕ умĕнче чарăнтăмăр. Ку агрегатпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Алексей Игнатьевич Иванов сухалать çĕре. Вăл хăй 1978 çултанпа çĕр ĕçĕнче вăй хунине каларĕ. Сумлă ят илнĕ механизаторăн, паллах, ĕç опычĕпе ăсталăхĕ пысăк.
–Çĕр тĕлĕнмелле тикĕс те лайăх кăпкаланса юлать агрегат хыççăн, пăхса ытарма çук, – хăйĕн шухăш-кăмăлне пытармасть Андрей Николаевич. Çĕре Алексей Иванов МТЗ–892 тракторпа, 4 корпуслă плугпа сухалать. Ана тăршшĕ икĕ километртан кая мар теççĕ. Тепĕр вĕçĕнчен иккĕмĕш трактор – МТЗ–82 сухаласа килни курăнчĕ. Ку агрегатпа Сăхăтпуç çынни ĕçленине пĕлтĕмĕр. Анана çитес çул çĕр улми лартма сухаласа хатĕрлеççĕ.
–100 гектартан çитмĕлĕшне çĕр улми лартма планлатпăр, ыттине çырма енне халăха валли люцерна акăпăр, – терĕ Андрей Николаевич. Кăçал “иккĕмĕш çăкăра” 65 гектар вырăн панă. Ăна кăларса пухма тытăнман-ха, сентябрь çурринче е кăштах каярах кăларма пуçăнасса каларĕ. “Пысăк лаптăкра тăкаксене чакарма, рентабельлĕрех ĕçлеме майсем пысăкрах”,– терĕ.
А.Моряков сунарçăсемпе пулăçсен районти пуçламăш обществин председателĕ пулнă май, çакăнтах вăрман çумне хир сыснисем валли 2 гектар кукуруза акса панă. Ăна хĕл каçа сухаламасăр хăварать иккен. Унта хир сыснисем пырса çÿреме пуçлани çинчен савăнса каласа пачĕ.
Уй икĕ енчен те тарăн çырмасемпе чикĕленет, вĕсенче темиçе пĕве те пур. Ашшĕ, Николай Варфоломеевич Моряков, хуçалăх директорĕ чухне тутарнă пĕве те, яларах, парк çывăхнерех, хальхи хуçалăх ертÿçи Юрий Алексеевич Алексеев пĕвелеттерни те куç умне тухаççĕ. Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă. Н.Р.Краснов каланă тăрăх, Андрей Моряков та Тушкил çырмине пĕвелеме темиçе кун техника парса пулăшнă çамрăксене. Шывĕ тарăн та тăрă пĕвере, çăвĕпех ÿт-пĕве уçăлтарнă унта çамрăксемпе ытти ÿсĕмри çынсем, шыва кĕрсе савăннă.
Тăвайран Тушкиле пынă чухне асфальтлă çулпа вăрман витĕр тухсанах маларах акăнмасăр выртнă çĕрсене халĕ типтерлесе хатĕрлени, вĕсене кĕр тыррисем акни, пĕр-икĕ уйне акнă хыççăн катокласа та тикĕслени тÿрех куçа курăнчĕ. Кунти “Луч” ЯХПКн усă курмасăр выртнă 158 гектар çĕрне халĕ “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕ пусă çаврăнăшне кĕртсе акса тума тытăннă иккен. Часах симĕсленĕç анасем. Машина-трактор паркĕ çывăхĕнчи 54 гектар çинчи кĕрхи ыраш калчаланнă та. Ăна малтанхи çумăрсем хыççăнах акнă-мĕн. Вăхăтра акни вăхăтлă йĕркеленет, хĕле те вăй илсе, çирĕп тĕмĕленсе кĕрет. Тухăç лайăх пуласси çавăнта. Калча шăтса симĕсленме тытăннă уйсем татах та куртăмăр кайран. Эпир Тушкиле пынă кун тĕлне пурĕ 320 гектар кĕрхи ыраш акса ĕлкĕрнине пĕлтерчĕ Юрий Алексеевич Алексеев, “Шимкусский” ЯХПК ертÿçи. Унпа эпир машина-трактор паркĕнче тĕл пултăмăр. Вăл çăмăл машина çинчен велосипед çине куçса ларнăччĕ. Иртнĕ çулхи хĕл пăтăрмахĕсене шута илсе, кĕрхи ыраш сивве тÿсĕмлĕрех пулнăран ытларах ăна вырăн панă. Кĕрхи тулă та 250 гектар акса хăварасшăн. Кĕрхи тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене хăйсеннисĕр пуçне туяннă та. Вĕсене Чулхула облаçĕнчен, хамăр республикăри Çĕрпÿ районĕнчен кÿрсе килнĕ. Кĕрхи тулă сорчĕ – Московская 39, кĕрхи ыраш – Безенчукская 87.
Çĕре хĕреслĕ дискласа кăпкалатнă. Дискаторсемпе, дисклă сÿресемпе Вячеслав Иванов, Петрпа Александр Ложковсем, хыççăн сÿре агрегачĕпе Николай Тимофеев ĕçленине каларĕ кооператив ертÿçи. Вăрлăх лайăх кăпкалатса хатĕрленĕ çĕре тата тивĕçлĕ тарăнăшне варăнса юлмалла-çке. Кĕр тыррисене виçĕ сеялкăллă агрегатпа Михаил Ложков акнă, терĕ. Сеяльщиксене те асăнмасăр хăвармарĕ Юрий Алексеевич. Вĕсем – Владимир Ахилле, Алексей Владимиров, Валентин Емельянов тата Игорь Иванов. Вăрлăхсемпе агрегата ЗИЛ тата КамАЗ машинăсемпе Алексей Степановпа Сергей Михайлов водительсем тивĕçтернĕ. Кайран çул çинче те чарчĕ пире Юрий Алексеевич. “Уйра ĕçлекенсенчен Николай Константинов механизатора асăнмасăр хăварнă эпĕ. Манăçнă пек пулнă-и. Вăл акнă уйсене катокласа тикĕслессипе тăрăшать”, – терĕ.
Çитес çулхи тухăçшăн тимлесе, икĕ уйра çĕртме сухи тунине те каларĕ вăл. Акса пĕтерсен, пĕтĕм техникăна çĕртме сухи тума явăçтаратпăр, терĕ. Кĕркунне сухаласа хăварнипе çуркунне çиелтен кăпкалатса акни пĕр мар ĕнтĕ. Хуçалăхри Михаил Анатольевич Павлов агроном та çавнах каларĕ: “Тăрăшмасăр пысăк тухăç илеймĕн”, – терĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ А.И.Иванов.
Н.КРАСНОВ сăн ÿкерчĕкĕ.