07 сентября 2010 г.

Сентябрĕн 4-мĕшĕнче, кĕрхи илемлĕ сарă кун, çăмăл атлетикăпа “Советская Чувашия” тата “Ял ĕçченĕ” хаçатсен парнисене çĕнсе илессишĕн районта эстафета ăмăртăвĕсем пулчĕç. Чăннипех спорт уявĕ пулса тăчĕç вĕсем Тăвайри спорт комплексне пухăннă çĕршер çыншăн. Техника кружокне çÿрекенсем хăйсем тунă хут çĕленсене вĕçтерчĕç. Çăмăл атлетсене район пуçлăхĕ Н.Иванов саламласа ăнăçусем сунчĕ.
Пирваях старта çемье командисем тухрĕç: Тăрмăшри Алексеевсем, Тушкилти Филипповсем, Вăрманхĕрринчи Сормовсем тата Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсем. Ытти çулсенче çемье ăмăртăвĕсенче Пуянкассинчи Кирилловсем çĕнтернĕ пулсан, кăçал эстафета чупăвне Сормовсем пĕрремĕш вĕçлерĕç. Çемье пуçлăхĕ Николай Сормов ачаранах спортпа туслă. Вăл стройкăра ĕçлет, унăн мăшăрĕ Алина Петровна Мучар шкулĕнче вĕрентет, вĕсен çиччĕри хĕрĕ Ксения пĕрремĕш класа çÿрет. Кирилловсем 2-мĕш, Филипповсем 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
9 класс таран вĕренекенсем хушшинче 1-мĕш тапхăрта дистанцие Тăвайри вăтам шкулти Снежана Николаева 1-мĕш вĕçлесе эстафетăна Роман Димитриева пачĕ. 4-мĕш тапхăрта Сергей Белов ыттисенчен тата ытларах татăлчĕ, эстафетăна вара Дима Семенов пуринчен малтан вĕçлерĕ. Çапла ку ушкăнра тăвайсем çĕнтерчĕç. Элпуçсем 2-мĕш, пуянкассисем 3-мĕш пулчĕç.
10–11 классенче вĕренекенсен командинче – 5-шер хĕрпе 5-шер яш. Кĕрешÿ çав тери çивĕч пычĕ. Пĕрре тушкилсем (Анна Емельянова, Таня Сергеева) тепре тĕмерсем мала тухрĕç, çавах та юлашки тапхăра Александр Козлов выляса илсе Тĕмер командине мала кăларчĕ.
Вĕрентекенсем хушшинче чутейсем кăна пулаймарĕç. Чи вăйлисем – пуянкассисем. Сергей Кирилловпа Павел Романов, Арина Игнатьева, Алина Павлова, Алина Краснова хăйсенчен никама та ирттермерĕç. 2-мĕш чупса тухнă Мучар шкулĕн командине ăмăртусенчен кăларчĕç (ют çынна чуптарнăшăн), ку вырăна тăвайсем çĕкленчĕç. Элпуç шкулĕнче вĕрентекенсем 3-мĕш пулчĕç.
3 арçынпа 2 хĕрарăмран тăракан ял тăрăхĕн командисем пурĕ улттăнччĕ. 2–мĕш тапхăрта эстафета патакне финиша 1-мĕш çитнĕ Евгений Егоровран (Йăнтăрчă) Л.Николаева йышăнчĕ. Унтан кĕрешĕве тушкилсем çивĕчлетрĕç. Юлашки тапхăрта Игорь Степанов (Тушкил) Борисовран иртсе кайрĕ. Тушкилсем 1-мĕш, йăнтăрчăсем 2-мĕш, тĕмерсем 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Предприятисемпе организацисем вара йышлăн пулаймарĕç, районти тĕп больницăпа “Тăвай кооперативĕ” потребобщество кăна хутшăнчĕç. Потребобщество команди çĕнтерчĕ.
Район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республикăри органĕсен пайĕсемпе уйрăмĕсен командисем (пурĕ 9 команда) 2-шер арçынпа хĕрарăмран тăчĕç. 1-мĕш тапхăра Елена Павлова (вĕрентÿ пайĕ) пĕрремĕш чупса тухрĕ, эстафета патаккине В.Афанасьева пачĕ. Анчах 2-мĕш тапхăрта Валерий Ильичран çамрăк Константин Никитин (финанс пайĕ) иртсе кайрĕ, çавах та 3-мĕш тапхăрта Н.Чайкина (вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ) командăна каллех мала туртса кăларчĕ. Çавах та юлашки тапхăрта шалти ĕçсен пайĕн участокри уполномоченнăйĕ, паллă йĕлтĕрçĕ С.Максимов финиша çитеспе малта пыракан В.Кузнецова çитме, унран иртме пултарчĕ. Шалти ĕçсен, вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата финанс пайĕсем малтисем пулчĕç. Эстафетăна район пуçлăхĕ Н.Иванов та команда тăратрĕ, ыттисемпе пĕрле хăй те чупрĕ.
Мала тухнă командăсене пурне те дипломсемпе грамотăсем тата тортсем парса хавхалантарнă. “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ çемьесен ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ Сормовсене тата вăтам шкулсем хушшинче çĕнтернĕ тĕмерсене грамотăсем парса чысланисĕр пуçне район хаçатне тÿлевсĕр çырăнса панă.
Сăн ÿкерчĕкре: çăмăл атлетсем старт илеççĕ.