АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер хуçалăхĕнче (Сельское хозяйство)

03 сентября 2010 г.

–Чылай çĕрти пекех, пирĕн хресчен-фермер хуçалăхĕнче те кĕрхи ĕçсем малалла пыраççĕ. Хальхи вăхăтра кĕр тыррисем акатпăр, – терĕ Борис Левкеевич Алексеев, Вăрманхĕрринчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи.
Ĕлкĕрсен, кĕрхи тĕш тырă культурисене 100 гектартан кая мар акса хăварма шухăш пуррине, вĕсене пĕр сеялкăллă агрегатпа Николай Архипов механизатор акнине каларĕ. Хуçалăх ĕçĕнче тăрăшакансене те асăнчĕ, вĕсем – Николай Лаптин (халь МТЗ–82 трактора юсанă вăл), унăн пиччĕшĕ Василий Лаптин, Степан Якушев, Аркадий Захаров (вăл агроном ĕçĕсене те пурнăçлать), Владимир Алексеев тата ыттисем.
Хресчен-фермер хуçалăхĕнче тепрер эрнерен çĕр улми кăларма палăртаççĕ.
Фермăра выльăхсен йышне ÿстерсе пырас шухăшлă. Нумаях пулмасть темиçе пуç туяннă та, татах сутăн илесшĕн. Хресчен-фермер хуçалăхĕнче выльăхсем валли тĕрлĕ апат май килнĕ таран хатĕрлеме тăрăшнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика