03 сентября 2010 г.

Чăваш Республикин Патшалăх кĕнеке палатин фондне “Астăвăм кĕнеки. Тăван çĕр-шывшăн пынă çапăçсене хутшăннă Тăрмăш çыннисем” çĕнĕ кĕнекен обязательнăй экземплярĕ пырса кĕчĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул тултарнине халалланă кĕнекене. Вăл “Çĕнĕ вăхăт” типографире 300 экземпляр тиражпа тухнă, авторĕ – Эдуард Сергеевич Ушаков тавра пĕлÿçĕ.
Кĕнеке страницисем Тăван çĕр-шывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă Тăрмăш çыннисен кун-çулĕпе паллаштараççĕ. “Чăваш Ен хăйĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тыттăр. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи паянхи çамрăксемшĕн инçерех те инçерех юлса пырать пулин те, манăн çамрăк çынсене çаплах чĕнсе калас килет: йывăр вăхăтра сирĕн тăван киле, сирĕн пуласлăха хÿтĕлесе хăварнă аслаçăрсемпе аçăрсене, тăванăрсене манăçа ан хăварăр...” – палăртать автор кĕнекен ум сăмахĕнче.
Кĕнеке икĕ пайран тăрать: “Ĕмĕрех асра Тăван çĕр-шывăн 1941–1945 çулсенчи вăрçинче пуç хунă тăрмăшсем” тата “Вĕсем киле çĕнтерÿпе таврăннă” пайсем.
Иртнĕ вăрçăна Тăрмăш ялĕнчен 464 çын тухса кайнă. 229 çын çапăçусен хирĕнчен тухайман. Пуç хунисен йышĕнче 17 офицер, 35 сержантпа старшина. Вĕсем пурте нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă.
Киле çĕнтерÿпе таврăннисен йышĕнче эпир районти “Сталин ялавĕ”, “Ял ĕçченĕ” хаçатсен редакторĕ, “Коммунизм ялавĕ” хаçат сотрудникĕ пулнă Н.А.Кадикина, Ленин ячĕллĕ колхоза ертсе пынă А.Я.Качимова, шкул директорĕнче тăрăшнă М.Н.Назарова, ял канаш председателĕ пулнă Н.Н.Табакова, Чăваш АССР суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне С.С.Ушаковские, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономне В.Д.Петухова, Тăрмăш ялĕнчи çамрăксен хорне ертсе пынă Н.Д.Казакова тата ыттисене куратпăр.
Кĕнекене çавăн пекех Чечен Республикинчи, Анголăри, Дагестанри, Абхазири çапăçусене тата пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă ял-йыш списокне кĕртнĕ. Сăн ÿкерчĕксемпе иллюстрациленĕ.