АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнелнĕ магазин кĕтет (Торговля, строительство)

03 сентября 2010 г.

Çĕнелнĕ магазин кĕтет (Торговля, строительство)

Чăваш Енĕн потребобщество организацийĕсем хăйсен союзне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине ĕçри пысăк кăтартусемпе кĕтсе илессишĕн тимлеççĕ. Юбилей çулĕнче çынсене туллин тивĕçтерме тăрăшнисĕр пуçне кооператорсем хăйсем тĕрлĕ мероприятисене–конкурссене, куравсене, концертсене, спорт ăмăртăвĕсене, пухусене, канашлусене хутшăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсем ĕç условийĕсене лайăхлатса пыраççĕ.
Çынсене хăйсене тавар суйламалла тăвас енĕпе “Тăвайри кооператив” потребобщество начар мар ĕçлет.
Иртнĕ ытларикун, августăн 31–мĕшĕнче, Çĕнĕ Пуянкассинчи çĕнелнĕ магазинăн алăкĕсем уçăлчĕç. Тĕрĕссипе, вăл пачах хупăнман, юсав вăхăтĕнче те суту-илÿ йĕркелеме пултарнă кунта. Магазинри ĕçсене Луиза Васильевна Данилова заведующи йĕркелесе тăрать. 28 çул ĕçлет вăл райпо системинче. Ираида Васильевна Журавлева сутуçă çынсене 6-мĕш çул тивĕçтерет. “Хуларинчен пĕрре те кая мар пирĕн кунта халь”, – хăйсем хĕпĕртенине пытараймаççĕ хĕрарăмсем.
Çавăн пекех магазин уявне килнĕ Валентина Александрова, Зоя Яковлева, Галина Николаева, Александра Иванова пенсионеркăсемпе калаçрăмăр. “Кунтан тухас та килмест. Суту-илÿ залне тĕпренех улăштарнă, çутă сăн çапнă ăна. Холодильниксемпе сентресем те чаплă. Çавăн пекех çĕнĕ “кĕпепе” “калпак” тăхăнтарнă çурта,” – теççĕ асăннă ялта пурăнакансем.
Ленин урамĕнче вырăн тупнă ялти магазин. Иртен-çÿрене кĕрсе тухма йыхăрать вăл куллен.
Уява “Тăвайри кооператив” ертÿçи В.Федоров уçрĕ. “Туянакансен хăйсен тавар суйлама ирĕк пур тăххăрмĕш магазин ĕçлеме пуçлать паян районта. Ялта пурăнакансемпе кооператорсем хушшинче туслăх çирĕпленсех пытăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн магазинра куллен кирлĕ таварсем сĕнеççĕ. Çăкăр-булка изделийĕсенчен пуçласа сĕтел-пукан, кирпĕч таранах сутаççĕ. Эсир панă заявка тăрăх тĕрлĕ тавар илсе килме пултаратпăр. Магазин ирхине саккăртан пуçласа каçхине 20 сехетчен, канмалли кунсăр ĕçлет. Сутуçисене лайăх паллатăр, вĕсем сире чылай çул тивĕçтереççĕ. Пирĕн магазинсене кĕрсех çÿрĕр, тавар туянакансем”, – терĕ Вячеслав Николаевич.
Чăвашпотребсоюзăн хатĕрлев пайĕн начальникĕ Татьяна Сонина, район администрацийĕн экономикăпа пурлăх пайĕн ертÿçи Анатолий Михайлов тата ыттисем тухса калаçнă, ялти суту-илĕве вăрăм çул суннă.
Уява пухăннисем, районти ялсенчи магазинсен сутуçисем, “Акконд” фабрикăн, “Тăвайри кооператив” потребобществăн, ытти организацисен продукцийĕсемпе кăмăлласах паллашнă юлашкинчен.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Чăвашпотребсоюзран килнĕ Т.Сонина сăмах калать.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика