АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвалать çил ачи тĕрлĕ ăпăр-тапăра (Общество, экология)

24 августа 2010 г.

Пирĕн тавралăх мĕн тери илемли каламасăрах паллă. Уйрăмах çуркуннепе çулла, йывăç-курăк ешернĕ вăхăтра. Çавах та хамăр тавралăха лайăхрах сăнаса пăхар-ха, пăшăрханмалли те тÿрех куçа курăнать. Вĕсенчен пĕри çĕр пичĕ çуркаланса-ванса шырлан пулса кайни. Уйрăмах çĕр нÿрлĕ чухне, ăçта машинăсем çĕнĕрен çĕнĕ çул хываççĕ, çавăнта майĕпен шырлан пулса юлать. Вăйлă çумăрсем, çурхи шывсем ун пек вырăнсене пысăклатса-тарăнлатсах пыраççĕ. Шырлансене, çулсене вăхăтра тикĕслесе якатсах тăмасан, вĕсем тепĕр темиçе çултан тарăн çырма пулса каяççĕ. Ку çеç те мар-ха. Хамăр тавралăха мĕнле кăна вараласа чысран кăлармастпăр-ши. Магазинсемпе киосксенче ĕçмелли тутлă шывсене пластик савăтсемпе сутаççĕ. Çакă пĕр енчен лайăх-ха, вĕсем çĕре ÿксен те ванмаççĕ, меллĕ. Çапах та, тепĕр енчен, начарри те çук мар: пластик савăтсене ниçта та каялла йышăнмаççĕ. Çавăнпа ăçта пăхан унта вĕсем выртса çÿреççĕ, тавралăха, çут çанталăка варалаççĕ. Эрех-сăра кĕленчисемпе те çав йĕркесĕрлĕх, вĕсем те унта-кунта выртса çÿреççĕ. Кĕленчесене ăçта пушатнă, çавăнта манса хăваракан пултăмăр е ĕçсĕр аптăранипе çапса ватсах хăвараççĕ. Тепĕр хут усă курма май пур кĕленчесене темшĕн илми пулчĕç магазинсенче. Вĕсене пухни çĕнĕрен кĕленче туса кăларакансене усăллă мар имĕш. Вĕсем ĕçсĕр, укçасăр юлма пултараççĕ. Мĕн тăвăн, пасар самани çапла ĕнтĕ вăл. Пуян çĕр-шывсенче вара вĕсене тепĕр хут ĕçлесе хатĕрлесе усă кураççĕ тенине вуланă пайтах. Кĕленчесене магазинсем пуçтарма пуçласан, урамсем те тасарах пулнă пулĕччĕç. Каплах пырсан тепĕр пилĕк-ултă çултан çул çинче мар, кĕленче çинче утса çÿрĕпĕр. Çăлпуçĕнче пластик савăтсемпе пушă кĕленчесене пухма икĕ контейнер тутартăмăр. Вĕсем час-часах тулаççĕ, çавна май хăшĕ-пĕри унти ăпăр-тапăра çунтарса та пăхать. Коммуналлă хуçалăхра кашни рабочине пĕрер асли тивет пуль теççĕ, анчах контейнерсене вăхăтра пушатса ĕлкĕреймеççĕ. Çынсен те пушă кĕленчесене, кил-çуртри кирлĕ мар ăпăр-тапăра михĕсене тултарса, контейнерсем патне пырса лартмалла.
Çул хĕррисене, урамсене тасалăха ăнланма пултарайман чунсăр çынсен çеç чысран кăларма хăю çитет. Çунакан япаласене мунча хутнă чухне е мунча лаççинче, выльăх валли апат пĕçерсе хатĕрленĕ чухне çунтарма пулать. Хĕвел çаврăнăш вăррин, ăшаланă çĕр улмин, конфетпа печенин илемлĕ хучĕсене çил ачисем унталла та кунталла сапалаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн мĕншĕн ăнлантармалла мар-ха харпăр хăй ачисене, çамрăксене çÿп-çапа ăçта çитнĕ çавăнта пăрахма юраманни çинчен. Урамсем, çул хĕррисем нихăçан та хăй тĕллĕн çавнашкал вараланман пулĕччĕç. Çакнашкал хăтланас марччĕ малашне, тасарах пурăнма тăрăшасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика