АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лартнă йывăçсене упрани кирлĕ (Общество, экология)

24 августа 2010 г.

Лартнă йывăçсене упрама тăрăшмалла тесе чĕнсе калас килет манăн мĕнпур çынна. Мĕншĕн тесен лартнă хыççăн пур йывăç та туслăн чĕрĕлмест, чĕрĕлсен те вĕсене вăхăтра шăвармалла, вăхăтра çум курăксенчен тасатса тăмалла, туни тавра кăпкалатмалла. Çак ĕçсене тăвакан çын нихăçан та йывăçсене сиен кÿмĕ.
Эпир хамăр ачасемпе кашни çулах йывăç нумай лартатпăр. Уйрăмах çырмасене ишĕлме чарас тĕллевпе тимлетпĕр. Анчах та çакă уйрăм çынсене килĕшмест, вĕсем выльăхĕсене ирĕке ярса çамрăк йывăçсене ваттараççĕ. “Çырмасене йывăçсем лартмалла мар, унта выльăхсем çÿремелле” тесе вĕрентме пăхаççĕ тата. Мана çынсем çавнашкал пулса кайни питĕ пăшăрхантарать. Акă, сăмахран, лартнă йывăçсем патне пăру е лаша кăкарса хураççĕ. Эпĕ вара выльăх хуçине ÿкĕте кĕртме те, нимĕн тума та пултараймастăп. Кунсăр пуçне качакине е сурăхне çитерме те йывăç тураттисене хуçаççĕ. Теприсене сенĕк е кĕреçе аври кирлĕ, вĕсем нумай шутласа тăмасăрах çамрăк йывăçа касса каяççĕ. Ман шутпа, çакăн пек киревсĕр ĕçсем çынсемпе ăнлантару ĕçне çителĕксĕртерех туса пынипе те çыхăннă пуль. Халь ялта пурăнакансемпе пухусем сахалтарах ирттереççĕ.
Ялта ĕç çукпа пĕрех. Çынсем ирĕке кайрĕç, камăн мĕнле пурăнас килет, çавăн пек пурăнма тăрăшаççĕ.
Акă эпĕ Йăнтăрчă патĕнчи пушар хыççăн унта йывăçсем нумай çуннипе çунманнине пăхма кайрăм. Пĕр киревсĕр çын чипер ларакан пысăк юманах касса кайнă. Вăл пĕр машинăна вырнаçайман ахăртнех, тăррисене илмесĕрех хăварнă. Çак çын ку вырăнта пушар пулнипе усă курнă вĕт-ха. Кама хуйхă, кама ырлăх авă.
Тата манăн ялта 30–40 çул каялла лартнă йывăçсем пирки те асăнас килет. Вĕсем халĕ çитĕннĕ ĕнтĕ, вĕсене комсомолецсемпе çамрăксем хăй вăхăтĕнче çырмасене эрозирен хÿтĕлес тĕллевпе лартнă. Çав йывăçсене хăшĕ-пĕри малтан хуппине сÿсе типĕтет, кайран вутăлăх касса сыплать. Никам та чарманран пулаççĕ çакăн пек тĕслĕхсем. Вăхăтра чарманнине кура иртĕхсех пыраççĕ. Ман шутпа, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен вирлĕрех ĕçлемелле çакнашкал киревсĕрлĕхсене пĕтерме.
Иртнĕ кĕркуннепе кăçал çуркунне лартнă йывăçсем те типĕ, шăрăх çанталăка тÿсеймесĕр майĕпен хăрса ларчĕç. Çавăнпа та кăçал кĕркунне йывăçсем нумайрах лартса хăварма тăрăшмалла. Лартнă йывăçсене вара çине тăрсах сыхласа хăварасчĕ. Акă, сăмахран, вунă-вуникĕ çул каялла лартнă йывăçсем питĕ хÿхĕм ÿснĕ. Вĕсем çинче мĕн тĕрлĕ кăна кайăк çук. Вĕсем пурте пурнăçа илемлетеççĕ, хуйха-суйха манма, пурнăç йывăрлăхĕсене çăмăллатма пулăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика