24 августа 2010 г.
“Килĕр, иртĕр малалла. Мĕнпе сăйланасшăн? Хаваспах тивĕçтеретпĕр. Татах килĕр, сывлăхлă пулăр”, – çакнашкал кăмăллă сăмахсем кунĕпех илтме пулать район администрацийĕн çуртĕнчи буфетĕнче. “Тăвайри общепит” тулли мар яваплăхлă общество ĕçченĕ Альбина Николаевна Александрова тавар туянакансемпе туслă çыхăну тытать çапла. Чей ĕçмелли сĕтел çинчи чĕрĕ чечек çыххи куллен килен-каян чунне хавхалантарать. Сентре çинчи япаласене тирпейлĕ вырнаçтарнă, яланах таса буфетра.
Ăшă кăмăллă А.Александрова буфетчицăран тĕрлĕ япала ытларах туянасшăн çынсем. Умри тĕллевне уйăхсерен пурнăçласа пыма тăрăшать хĕрарăм.