АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç династийĕ тăсăлать (Общество, торговля)

24 августа 2010 г.

Кармалти куллен кирлĕ таварсен магазинĕн коллективĕ малтисен ретĕнче пырать. Ялта пурăнакансем те тăтăшах ырăпа асăнаççĕ кооператорсен сутуçисене.
Вера Сергеевна Совина заведующи йĕркелесе пырать магазинри ĕçсене. 1972 çултанпа вăй хурать вăл асăннă системăра.
Нина Ильинична Чернова та нумайранпа тăрăшать суту-илÿре. Йăнтăрчă хĕрĕ малтан Шупашкарти стройкăна ĕçе вырнаçнă, çав вăхăтра бухгалтер курсĕнче пĕлÿ пухнă. Района килсен ревизорта, диспетчерта, Тĕмерпе Вăтаялĕнчи магазинсенче ĕçленĕ. Кармалти Петр Никоноровичпа çемье çавăрсан, ялти магазинра тăрăшма пуçланă. Кăçал Н.Чернова сутуçăна “Раççейри потребкоопераци ветеранĕ” ят пачĕç. “Манăн пĕчĕк ĕçе пысăк хак пани тата хавхалануллăрах суту-илÿ тума хистет”, – тет хĕрарăм.
Икĕ хĕрĕ амăшĕн профессине кăмăлланă. Таня районти общепитра ĕçленĕ, халĕ ачапа ларать. Галя кооператив техникумĕпе институтĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлÿллĕ ентешĕмĕр халь Мускавра суту-илÿре тимлет. Ăна Алина йăмăкĕ пулăшать, вăл педучилищĕрен вĕренсе тухнă. Черновсен Артемпа Рома ятлă мăнукĕсем те пур.
–Сĕт пухатпăр халăхран. Халь пĕр литрне 12 тенкĕпе йышăнатпăр. В.Тимофеева, А.Иванова, Е.Степанова, Л.Шашкова, Л.Степанова тата ыттисем те кил хуçалăхĕсенчи ытлашши сĕте хаваспах кооператорсене сĕнеççĕ. 100 ытла литр пухăнать пĕр кунта, – каласа кăтартаççĕ сутуçăсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика