АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе (Торговля)

24 августа 2010 г.

Шкула каякан ачаллă çемьесенче “пăр тапраннă” халь. Тумтир, кĕнеке-тетрадь сутакан магазинсенче вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле костюм, шурă кĕпе е кофта виçсе пăхнине, ручка тата ытти канцеляри таварĕсем туяннине курма пулать. Çĕнĕ вĕренÿ çулне çапла кашнинчех хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме тăрăшаççĕ çынсем. Пĕлÿ кунне кооператорсем те пикенсех хатĕрленеççĕ.
–Вĕренекенсем валли спорт тумĕсем илсе килнĕ, шурă кофтăсене, пушмаксене туянса пĕтерчĕç. Аялтан тăхăнмаллисем сĕнме пултаратпăр ачасене, – тет Р.Храмова сутуçă.
Кунта таварсене суйламалли условисене лайăхлатнă халь. Тумтирсем çакмалли тепĕр стеллаж вырнаçтарнă.
Автовокзала хирĕç вырнаçнă кооператорсен магазинĕнче вĕренекенсем ручка, тетрадь, шкулта вĕренме кирлĕ ытти япаласене туянма пултараççĕ.
Т. Ильина заведующипе Л.Иванова, В.Матвеева, О.Иванова, Т.Ефимова сутуçăсем тата В.Белякова техслужащи ĕçлеççĕ кунта.
Сĕтел-пукан сутассипе те ырă тĕслĕх кăтартать ку коллектив. “Тăвайри кооператив” потребобщество вĕсене халь кредитпа та сутать иккен. Заявка парсан кĕске срокра илсе килсе параççĕ эсир ыйтнă тавара.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика