24 августа 2010 г.

Потребобществăра тăрăшакансем ăнланаççĕ сутуçă ĕçĕ çăмăл маррине. Унăн кунĕпе ура çинче тăмалла, тĕрлĕ кăмăл-туйăмлă çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, тавар сĕнмелле. Килте вара ĕç вахти тата тăсăлать. Выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла, çемье валли тутлă апат янтăламалла. Чăтать ĕç хĕрарăмĕ, çурçĕрте кăна пуçне минтер çине хурать вăл.
Çак сăмахсем Кивĕ Пуянкассинчи куллен кирлĕ таварсем сутакан магазин заведующийĕнче тăрăшакан Светлана Евстафьевна Кузьмина пирки каланăнах туйăнаççĕ.
Муркаш районĕнчи ялта, улма-çырла пулса çитнĕ вăхăтра кун çути курнă вăл. Вăхăчĕ çитсен пĕлÿ илме шкулалла чупнă. Аттестатлă пулса тăрсан Шупашкарти бухгалтерсен курсĕнчен вĕренсе тухнă Муркаш хĕрĕ. Каярахпа хулари агрегат заводĕнче ĕçленĕ.
Светлана пирĕн районти Кивĕ Пуянкассинчи паллă вăйăçпа, Игорь Кузьминпа паллашнă. 1976 çулта çемье çавăрнă çамрăксем. Праски аппа хаваспах йышăннă кинне.
Паянхи кунччен мăшăр кăвакарчăн пек туслă пурăнаççĕ Кузьминсем. Виçĕ ача çитĕнтернĕ вĕсем. Асли Красноармейски районĕнчи хаçат редакцийĕнче журналистра ĕçлет. Вăталăххи Вăрмарти музыка шкулĕнче тăрăшать. Кĕçĕнни – ывăл Светлана Евстафьевнапа Игорь Васильевичăн. Вăл Чăваш енĕн тĕп хулинче вăй хурать.
С.Кузьмина ялти “Социализм” хуçалăхăн кассирĕнче ĕçленĕ пĕр хушă. 1986 çулта ялти магазин сентри умне тăрать. Феоктиста Гавриловна Казакова заведующипе пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. Аслă ĕçтешĕ пенсие тухсан унăн тивĕçĕсене туса пыма Светлана Евстафьевнăна шанаççĕ. Хăйĕнпе пĕрле ĕçлеме кооператив техникумĕ пĕтернĕ Елена Алексеевана сĕннĕ. Кивĕ Пуянкассисене Тамарăпа Екатерина Петровасем тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ халь çÿлерех асăннă сутуçăсем отпускра чухне.
25 çула яхăн хушшинче С.Кузьмина сутуçă пĕрре кăна мар ăшă сăмаха тивĕçлĕ пулнă. “Раççейри потребкооперацире тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн” знакпа “Раççейри потребкоопераци ветеранĕ” ят панă ăна хастарлăхĕшĕн.
Ялти тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăнать хĕрарăм. Ăна мăшăрĕ, Игорь Васильевич, хавхалантарса тăрать. “Вăрманта çырлара, эпир кунта хăнара”, – çапла Кузьминсем сцена çинче шăрантарни халĕ те асрах.
Çак кунсенче С.Кузьмина 55 çул тултарчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа саламлатпăр сана, Светлана Евстафьевна.
Сăн ÿкерчĕкре: Кивĕ Пуянкассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн заведующийĕ С.Кузьмина ĕçре.