АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ тата кĕр аки (Сельское хозяйство)

24 августа 2010 г.

“Акконд–агро фирма” акционерлă обществăра выльăх апачĕ хатĕрлессипе малалла ĕçлеççĕ. Киров облаçĕнчен утă турттараççĕ халь. Унсăр пуçне акнă культурăсене пухса илсе те силос хываççĕ. 90 гектар çинчи кукурузăна вырса пухнă юлашки вăхăтра. Анчах выльăх апачлĕх масса сахал панă кăçал асăннă культура, “гектар пуçне вăтамран 50 центнер”, терĕ А.Н.Михайлов тĕп агроном. Кукуруза массине силоса улăмпа хутăш хывса хăварнă, çур траншея пулнă вăл комплекс ертÿçи Н.Я.Мальцев каланă тăрăх. Тепĕр сортлă кукуруза та пур-ха пухса кĕртмелли – 30 гектар йышăнать, терĕç. Вăл лайăхрах çитĕннĕ, пуçĕ пулса çитессе кĕтеççĕ ăна пухса кĕртме.
Кĕçех кĕр тыррисем акма та пуçласшăн аккондçăсем. Анатолий Михайлов тĕп агроном каланă тăрăх, ăна 600 гектарсем патнелле акса хăварма палăртаççĕ. Хăйсен çителĕксĕр пулнăран, ытларах туяннă вăрлăхпа акма тивет. Халĕ çеç акă Московская 39 кĕрхи туллăн элита сортне 50 тонна кÿрсе килнĕ. Маларах Галина сортли 14 тонна хатĕрлесе хунă. Ленин ячĕллĕ хуçалăх кĕрхи ыраш вăрлăхĕпе тивĕçтерме пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика