20 августа 2010 г.

Александр Димитриевич Димитриева ялта кашниех пĕлет. Вăл нумай çул Тăрмăшри вăтам шкулта музыка вĕрентнĕ, кайран культура çурчĕн директорĕнче вăй хунă. Мана та юрра-кĕвве юратма Александр Димитриевичах вĕрентнĕ, çавăнпах пулĕ хам та музыка профессине алла илтĕм. Анчах та тĕп хулара нумаях ĕçлеймерĕм. Тăвайри культура пайĕн пуçлăхĕ Наталья Петровна Петрова Тăрмăш халăх хорĕпе ĕçлеме чĕнсе илчĕ. Ун чухне Александр Димитриевич директорта вăй хуратчĕ. Унпа ĕçлеме çăмăлччĕ, нихăçан та сас хăпартса курман. Тимлĕн ăнлантаратчĕ, вĕрентетчĕ. Пысăк спектакльсем лартаттăмăр. Паянхи пек астăватăп П.Осиповăн “Ылханлă йăхра” драминче 48 çын вылянине, телевиденипе те ÿкерсе илнĕччĕ ăна. В.Кузьмина, Н.Степанов, И.Иванов тата ытти паллă артистсемпе режиссерсем килнĕччĕ ял артисчĕсен ĕçне хаклама, тепĕр пысăк пьеса лартсан, “Халăх театрĕ” хисеплĕ ят паратпăр, терĕç. Хорпа юрлассипе те тăрмăшсем смотрсенче яланах малтисен ретĕнче пулнă, хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, ачасен хорĕпе те Александр Димитриевич нумай ĕçленĕ. Шкул хорĕ 1972 çулта Шупашкарти смотрта лауреат ятне çĕнсе илнĕччĕ. Хорта 95 ача юрланă. Çав вăхăтри юрăсене манăçа кăлармастпăр, вĕсенчен чылайăшне культура çурчĕ çумĕнчи “Çăлкуç” фольклор ушкăнĕн репертуарне кĕртнĕ.
Купăспа та, баянпа та лайăх вылять Александр Димитриевич, музыка грамотине ăста пĕлет.
10–12 çултах вăл хут купăс калама вĕреннĕ. Ахальтен мар халăх хорĕн концертмейстерĕ пулнă. Хорпа пĕрле Мускавра та юрланă. Культура çурчĕ тирпейлĕ те илемлĕ пулнă вăл ĕçленĕ çулсенче. Ял Совечĕн председателĕ Нина Александровна Леонидова та интересленсех тăнă культура пурнăçĕпе. Ялти клубра ĕçлеме нихăçан та çăмăл пулман, халĕ те çавах вăл. Яланхиллех, халĕ те, кашни шăматкунах ташă каçĕсем пулаççĕ. Çамрăксем çав вăхăтра клуба нумай пуçтарăннă. Халĕ ытларах “урăх” вырăнсенче лараççĕ.
“Хăш-пĕр канмалли кунсенче туйсемпе уявсене каймасăр çамрăксемпе ташă каçĕсем ирттереттĕм. Ялти культура “вучахĕ” кĕрлесе тăнă ун чухне”, – аса илет иртнине ĕç ветеранĕ.
“Мĕн вара вăл купăс каласси, ăшă вырăнта, турт та турт купăсна”, – тенине илтме пулать тепĕр чухне. Йăнăшатăр, купăс каласси ансат ĕç мар, ăна та питĕ тимлĕ вĕренмелле, пĕр-пĕр юрра е ташă çеммине 50–60 хут калатăн, мĕн чухлĕ репетици тăватăн... Мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ лайăх купăсçă пулас тесен. Туйсенче е ĕçкĕре ташлаттарнипе çеç мар, чăн-чăн купăсçăн нотăна лайăх пĕлмелле, вĕçĕм малалла ăнтăлмалла.
Çине тăраслăх пур унра. Ахальтен мар ĕнтĕ паянхи кун та хитре те ятуллă калать купăса Александр Димитриевич. Мĕншĕн тесен вăл кашни кунах икĕ е ытларах та сехет тĕрлĕрен кĕвĕсем вылять. Платник ĕçне те алли çыпăçать унăн. Çавăнпах пуль кил-çурчĕ те кермен пек вĕсен.
Арăмĕ Ефросинья Степановна, почта уйрăмĕнче нумай çул ĕçленĕ. 15 çул почтальонкăра, ыттисене почта ертÿçине пулăшаканĕ пулса. Александр Димитриевичпа пĕрлешсе шăкăл-шăкăл пурăнма пуçлани 56 çул çине кайрĕ. Енчен те Ефросинья Степановна упăшкин ĕçне ăнланман пулсан, А.Димитриев çавăн чухлĕ çул ĕçлейрес те çукчĕ пулĕ культура ĕçĕнче. Мăшăрĕн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăннă вăл. Александр Димитриевича Тăрмăш ялĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Хисеп хучĕсене СССР культура министерстви таранах илнĕ, дипломсем – 20 ытла. Пенсие тухсассăн та "1992 ç." тепĕр икĕ çул культура çурчĕн ертÿçинче ĕçленĕ А.Димитриев. Вĕсем мăшăрĕпе 5 ача ÿстерсе вĕрентсе кăларнă. Çакă та кăсăклă, 4 ачи "Юрий, Людмила, Люба, Лариса" Шупашкарта пурăнать, пурте трактор тăвакан заводра вăй хураççĕ, пысăк разрядлă специалистсем шутланаççĕ. Сергей – кĕçĕнни. Çурçĕрте чукун çул сарнă çĕрте пĕр предприяти ертÿçинче ĕçлет. Ывăлĕсем авланнă, хĕрĕсем качча кайнă. Халĕ Димитриевсен 12 мăнукпа, 5 кĕçĕн мăнук.
Чăнахах мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур. Апла пулсан ахаль пурăнса ирттермен: çимĕç йывăçĕ пахча тулли, выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли, ачи-пăчи пÿрт тулли, килĕ-çурчĕ куç тулли, улпут çурчĕ евĕрлĕ. Хăйсем улпучĕпе майри евĕрлĕ, нимĕн чухлĕ те ватăлмаççĕ, яш чухнехи пек чупаççĕ, çавăнпа маттур пурăнаççĕ. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр сире, Александр Димитриевич. Çак чаплă 80 çулхи юбилей ячĕпе саламлатпăр, ырă кунсем татах та нумай-нумай пулччăр. Арăмăрпа, ачăрсемпе, мăнукăрсемпе яланах савăнса пурăнăр, пĕр-пĕрне пулăшсах тăрăр. Турă сывлăх патăр сире!
Сăн ÿкерчĕкре: «Çăлпуç» фольклор ушкăнĕ саламланă вăхăтра.