АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улянкăри виççĕн йĕкреш (Общество)

20 августа 2010 г.

Улянкăри виççĕн йĕкреш (Общество)

Темиçе çул каялла, “Ялав” журнал хуплашки çинче курнăччĕ эпĕ вĕсен сăн ÿкерчĕкне пĕрремĕш хут. Пĕрешкел сăнлă 3 чиперккеччĕ ун çинче, вĕсем Тăвай районĕнчи Улянкă ялĕнче пулнине вуласа пĕлнĕччĕ. Тĕлĕннĕччĕ питĕ. “Амăшĕн харăсах икĕ пепке çуралнă тĕслĕх пулать-ха. Кунта вара – виççĕ. Ют çĕршывсенче пĕр хĕрарăмăн тÿрех тăватă, пилĕк е ытларах ача кун çути курни пирки пĕлтереççĕ-ха ĕнтĕ. Анчах пирĕн республикăра виççĕн йĕкреш çурални те сайра”, – тесе шухăшланă ĕнтĕ ун чухнех.
Вера, Надежда тата Любовь ятсем панă хĕрачасене. Еплерех илĕртÿллĕ... Чăвашла куçарсан, ĕненетĕп, шанатăп, юрататăп тени ĕнтĕ ку.
Каярахпа шăпам Тăвай районне ĕçлеме илсе çитерсен, çÿлерех асăннă виççĕн йĕкреш хĕрарăмсемпе манăн пĕрре кăна мар тĕл пулма тивнĕ. Любăпа пĕрле типографире те ĕçленĕ. “Амăшĕ мĕнле уйăрнă-ши вĕсене“ – тесе шухăшлаттăм тăтăшах. Сăнĕсем пĕрешкел, уттисем те. Калаçăвĕсенче, харпăр хăйне тыткаланинче уйрăмлăх пур тен. Çывăх паллашма май килменччĕ виççĕн йĕкрешсемпе. Хальхинче вара сăлтавĕ те пулчĕ. Кĕçех вĕсем 50 çулхи юбилейĕсене паллă тăваççĕ.
...Улянкăри Иван Михайлович Михайловăн ывăл çуралсан мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Пепкене асламăшĕ çитĕнтерме пулăшать. Каярахпа ача ашшĕ Зинаида Гавриловнапа çемье çавăрать. Пĕчĕк Толик кунсерен маттурланса пынă май тепĕр ача çуралать, хальхинче – хĕр. Валя ят параççĕ ăна. Темиçе çул иртсен вара Зинаида Гавриловна мăшăрне Тăвай енре пулман парне кÿрет. Шăп çур ĕмĕр каялла, пĕчĕк чăваш ялĕнчи Михайловсен çемйинче питĕ пысăк савăнăç пулать: пĕр кунта вĕсен виçĕ чиперкке çутă тĕнчене килет. Çăмăл пулман туслă мăшăра ывăлĕпе хĕрĕсене çитĕнтерме. Чăтнă ашшĕпе амăшĕ, юлашки çăкăр татăкне те пепкисемпе пайланă.
Хĕрсем вăхăчĕ çитсен Йăнтăрчăри шкула пĕлÿ пухма çÿренĕ. Тăххăрмĕшпе вуннăмĕш классене вĕсем Тăвайри вĕренÿ çуртĕнче пĕтернĕ. Пĕр çул ялта ĕçленĕ хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтне çул тытнă. Унта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Кĕçех аслă пĕлÿллĕ специалистсем пулса тăнă. Любăпа Верăна – Калинин облаçне, Надьăна районти “Луч” совхоза зоотехникре ĕçлеме янă. Виççĕн йĕкреше çапла уйăрни вĕсен малашлăхĕ çине те витĕм кÿнĕ пулас. Малтанхи иккĕшĕ каярахпа тăван ялĕнчех йăва çавăрнă. Надя халь çемйипе Иваново хулинче пурăнать.
Любовь Ивановнана хăйсен ялĕн каччи, Йăнтăрчăри шкулта учительре ĕçлекен Сергей Алексеевич куç хывнă. 1983 çулхи июльте туй тунă çамрăксем. Петрушковсен çемйинче халь пилĕк ача. Алешăпа Женя ĕçлеççĕ. Олеся техникумран вĕренсе тухнă, заочно майпа татах пĕлĕвне ÿстерес кăмăллă. Артем университета вĕренме кĕнĕ. Таня – Йăнтăрчăри вăтам шкулта. Любовь Ивановна “Тăвайри кооператив” потребобществăн пылак шывсем кăларакан цехĕнче вăй хурать халь, кĕçех тивĕçлĕ канăва тухать.
Вера Ивановнана Чÿкçырминчи Владимир Алексеевич килĕштернĕ. Хĕрпе каччă çÿлерех асăннă çул август уйăхĕнче мăшăрланнă. Лаптинсен – тăватă ача. Сашăпа Андрей пурнăç çулĕ çинче хăйсем тĕллĕн утма пуçланă, ĕçлеççĕ. Дениспа Настя Тăвайри вăтам шкула вĕренме çÿреççĕ. Вера Ивановна асăннă вĕренÿ çуртĕнче тăрăшать, унти тасалăхшăн тимлет.
Надежда Ивановнана шăпи Элĕк районĕнчи Вячеслав Борисовичпа паллаштарнă. Степановсен виçĕ ача çитĕннĕ. Владимир Санкт–Петербург хулинче ĕçлесе пурăнать. Ирăпа Света – йĕкрешсем, заочно майпа аслă пĕлÿ илеççĕ, ĕçлеççĕ хĕрсем. Ивановăри «Автокран» обществăра кладовщикре ĕçлет Надежда Ивановна.
Сăмах май каласан, виççĕн йĕкрешĕн пиччĕшĕ Анатолий Иванович Михайлов – район администрацийĕн экономика тата пурлăх пайĕн начальникĕ. Аппăшĕ, Валентина Ивановна Галямина, Киров облаçĕнче бухгалтерта ĕçлесе пурăнать. Кăçал тивĕçлĕ канăва тухать.
Виççĕн йĕкреш хĕрарăмсен çемйисем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ, тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсен йăхĕнче хальлĕхе пĕр йĕкреш кăна-ха, тепĕр ăрура, тен, татах пулĕ харăсах икĕ е виçĕ ача çураласси. Йăх йывăçĕн вулли çирĕпленсе, турачĕсем нумайланса, тымарĕ вăрăмланса пырĕ çапла малашне. Улянкăри Верăпа Любăна тата Надьăна çывхаракан юбилейĕсемпе саламлатпăр. Пурнăçăрта сирĕн малашне те паянхи пек ĕненÿ, шанăç, юрату юнашар пулччăр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Надя Степанова, Вера Лаптинапа Люба Петрушкова.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика