20 августа 2010 г.

Августăн 12–17-мĕшĕсенче Хусанта шашкăлла выляссипе “Информаци технологийĕсен Кубокĕ” Пĕтĕм Раççейри II турнир пулчĕ. 40 учяастник хушшинче Д.Цинман (Хусан), В.Скрабов (Ярославль), М.Горюнов (Сургут), Н.Абациев (Мускав обл.) тĕнче шайĕнчи гроссмейстерсем, А.Калачниковпа А.Буров гроссмейстерсем, тĕнче шайĕнчи мастерсемпе спорт мастерĕсем тата вĕсен кандидачĕсем пулчĕç. Çав шутра Чăваш Республикинчен М.Ефимов, О.Михайлов, Н.Дмитриев мастерсемпе пирĕн районти А.Косарев кандидат та. Шашистсем 20-шер минутлă тăватшар партирен тăракан микроматч вылянă (пурĕ 9 тур). Турнирта Ярославльтен пынă тĕнче шайĕнчи гроссмейстер Владимир Скрабов çĕнтернĕ (7 очко). Тĕнче шайĕнчи К.Савченко мастер, сăмахран, Тель–Авивран (Израиль) килнĕ. Цинман, Абациев гроссмейстерсемпе А.Горбатюк мастер 6,5 очко пухса 2–4 вырăнсене пайланă. Чăвашран хутшăннă шашистсенчен чи лайăх результат А.Косаревăн, вăл 9 очко илме май пур çĕртен 5 пухнă (13-мĕш вырăн), О.Михайловăн 4,5, М.Ефимовăн 4 очко.
Çапла вара республикăн 1987 çулхи чемпионĕ А.Косарев кандидат кăçалхипе 3-мĕш хут умлă-хыçлă (Самарăра, Адлерта тата Хусанта) РФ спорт мастерĕн нормине пурнăçланă. Анчах та паян кунччен те вăл çакна çирĕплетекен документ илеймест. Спорт министерствинче яваплăха туйман сÿрĕк çынсем ĕçленине çирĕплетмест-ши ку.
Сăн ÿкерчĕкре: Пĕтĕм Раççейри II турнира хутшăннисем.