20 августа 2010 г.
Кăçал Чăваш Республикинче ачасемпе 16 çула çитичченхи çамрăксем хутшăннипе пулакан аварисене чакарма май килнĕ. 2010 çулхи 7 уйăхра унашкал 103 çул-йĕрпе транспорт инкекне регистрациленĕ, ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 7,2 процент сахалрах. Çав инкексенче ачасемпе çамрăксем виççĕн вилнĕ, 105-шĕ аманнă. Ку цифрăсем те, телее, пĕлтĕрхинчен чылай пĕчĕкрех. Пирĕн районта çавнашкал çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем 3-рен ытла пулман, вĕсенче 1 ача пурнăçĕ татăлнă, виççĕн аманнă.
Анчах ачасем тата 16 çула çитичченхи çамрăксем хутшăннипе пулакан çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем кĕркуннехи тапхăрта ытларах пулни паллă. Ку вăхăтра ачасен куçăмĕ ÿсет, вĕсем кануран таврăнаççĕ, шкула çÿреме тытăнаççĕ. Тÿрех çул-йĕр çинчи транспорт куçăмĕн хăвăртлăхне те хăнăхаймаççĕ, тимлĕхĕ те çитсех каймасть, тен. Çавăнпа, ачасемпе çамрăксене çакнашкал лару-тăрăва, урамри тата çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене тата ялан тимлĕ пулма хăнăхтарас тĕллевпе кăçалхи августăн 16-мĕшĕпе сентябрĕн 12-мĕшĕ хушшинче республикăра та, çав шутра пирĕн район территорийĕнче те Пĕтĕм Раççейри “Асăрханăр – ачасем” тĕллевлĕ профилактика мероприятийĕ ирттереççĕ. Çакă ачасемпе çамрăксемшĕн те, водительсемпе ыттисемшĕн те усăллă пуласса шанас килет.