20 августа 2010 г.

Пирĕн районти “Акконд-агро” Чăваш Республикинчи ял хуçалăхĕн малта пыракан предприятийĕсенчен пĕри. Вăл кăçалхи вăраха тăсăлнă шăрăх çанталăка пăхмасăр малаллах талпăнать. Халĕ кунти выльăх комплексĕн иккĕмĕш черетне хута ярассипе тăрăшаççĕ. Пурлăхпа техника базине тĕреклетнипе пĕрлех продукци пахалăхĕшĕн те куллен кĕрешеççĕ. “Акконд-агро” утă уйăхĕнче “Чебоксарский” (Юнимил-Волга) сĕт комбиначĕ ирттернĕ республикăри конкурсра çĕнтерни те çакнах çирĕплетет.
“Акконд–агро” сĕте микробиологи тĕлĕ-шĕнчен тасатас енĕпе Атăл çи тăрăхĕнче çĕнĕ рекорд тунă. Çулталăк пуçланнăранпа “Юнимилк” компанин Атăл çи тăрăхĕнчи дивизионĕн территорийĕнчи урăх пĕр предприяти те хальлĕхе “Акконд–агрон” июльти кăтартăвĕ патне çывхарайман. Вăл июльте сĕт пахалăхне тивĕçлĕ шайра тытса пыма пултарнă республикăри пĕртен-пĕр хуçалăх. Маларахри уйăхсенче ыттисен те пахалăх лайăхланса пынă пулсан, çуллахи шăрăх çанталăк сĕтри микробиологи кăтартăвĕсене палăрмалла япăхлатнă, сĕтре белок çукпа пĕрех пулса тăнă. Тĕрĕсех ĕнтĕ, ферма ĕçченĕсене пуш хирти пек условисенче технологие пăхăнма йывăр. Мĕн каласси, “Акконд–агрона” çитме тăрăшакансенчен пĕри те, технологи регламенчĕн требованимйĕсене çемçетнĕ пулин те, чи пысăк пахалăхлă продукци кăларайман.
“Акконд–агрон” чăннипех Краснодартан пуçласа Мускава çити евросортлă сĕтпе тивĕçтерме пултаракан пĕртен-пĕр предприяти пулса тăма шанăç пур.
Хуçалăха ертсе пыракан Вячеслав Иванов шухăшĕпе çак çитĕнĕвĕн çăлкуçĕ коллектив пĕр тикĕс ĕçлесе пыма тăрăшнинче.
–Тĕп вырăнта – пĕтĕм ĕçе тĕрĕс йĕркелени. Хамăрăн специалистсене – зоотехниксене, ветврачсене, ветеринарсене – тав сăмахĕ каласшăн. Ахальтен мар эпир выльăхсен чирĕсенчен сыхланма вăй-хал та, укçа-тенкĕ те шеллеместпĕр. Тип шар вăхăтĕнче çакнашкал кăтартусем – фантастика пекех. Эпир çÿле çĕклентĕмĕр, халĕ ĕнтĕ чи йывăрри – çак шая тытса тăрасси.
Уйрăмах чрезвычайлă лару-тăру условийĕсенче.
–Çапла, темскер ăнланмалла марри пулса иртет. Юлашки эрнере пирĕн хуçалăхра продуктивлăх 2 килограмм чакрĕ – ĕнесене уйсем тăрăх хăваламастпăр, витесенче тытатпăр пулин те, вĕсем çиес килмесĕр чăмлаççĕ, ÿрĕк-сÿрĕк. Унта уçăрах, çапах та пурпĕрех 30 градус ытла. Кашни ир выльăх апачĕ шыранинчен пуçланать. Халĕ сенаж, утă, улăм сутăн илетпĕр.
Сирĕн хуçалăх çав териех инкек тÿснĕ-и.
–3000 гектартан 530 гектарĕ çеç пухса кĕртме юрăхлă. Кĕрхи тата çурхи культурăсене кăштах ÿснĕ вырăнсенче йăлтах сенажа ятăмăр. Тепĕр 200 га кукуруза пур. Тухăçĕ аплах мар пулин те, пирĕншĕн вăл та самаях. Хĕл каçăпăр тесе шухăшлатăп, çапах та шайлашулăх енĕпе тивĕçлĕ рацион мар ку. Апла пулин те сĕт пахалăхĕшĕн тăрăшатпăр – ку укçа вĕт, пирĕншĕн паян кашни пус шутра. Утă уйăхĕнче пурне те тата хамăра та çакна çирĕплетсе патăмăр – çине тăрсан йывăрлăхсене кăштах та пулин çĕнтерме пултаратпăр-мĕн.
Палăртма кăмăллă, кăçалхи пуш–утă уйăхĕсенчи конкурс лауреачĕ пĕртен-пĕр хуçалăх – Тăвай районĕнчи “Акконд–агро фирма” УАО. Саламлатпăр!