20 августа 2010 г.
Шупашкарти ентешлĕхсен 14 команди хутшăнчĕ республикăра волейбол тата мини-футбол енĕпе ирттернĕ ăмăртусене. Тăвайсем волейболла 4-мĕш вырăн йышăнчĕç пулсан, мини-футболпа – çиччĕмĕш. Тăвай ентешлĕхĕн чысне В.Гаврилов, Э.Буинцев, А.Михайлов, Р.Павлов, Н.Матвеев, В.Осипов, Д.Капитонов, К.Моряков, А.Буинцев, А.Антонов, А.Иванов тата ыттисем хÿтĕлерĕç. Ăмăртусенче Пăрачкав районĕн ентешлĕхĕ çĕнтернĕ.