17 августа 2010 г.

Иртнĕ эрнере “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем “Акконд–агро фирма” обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пулса унти ĕçсемпе паллашрĕç.
“Акконд-агро” паянхи кун ĕнесенчен талăкра вăтамран 17-шер килгограмм сĕт суса илет. Районти чи пысăк кăтарту ку. Çулталăк пуçланнăранпа кашни ĕнерен 3373 килограмм сĕт суса илнĕ. Выльăхсене тулăх рационпа тăрантарма тăрăшаççĕ. Сăмахран, сăвакан ĕнесен апат хутăшне 8 тĕрлĕ компонент кĕрет (утă-улăм, сенаж, тăвар, пурă, çĕпре каяшĕ тата ытти те), çав шутра сĕт вăйлă антараканнисене пусыпка кăна – 7 кг. 2009 çулта кунта кашни ĕнерен 5000 кг сĕт суса илнĕ пулсан, комплекс ертÿçи Н.Мальцев каланă тăрăх, кăçал продукци ытларах та пулма кирлĕ, мĕншĕн тесен халĕ тапратса пыракан ĕнесем те чылай. Вĕсем сĕт сăвассине татах ÿстерĕç.
Витере шăрăх мар. Çурт çивитти айне янă ятарлă сий те вĕрине чарать пулас. Шăршă таврашĕ тăмасть, таса. Специалистсен ĕç пÿлĕмĕсенче хăтлă, пур çĕрте те чечексем. Сĕт республикăра чи пысăк пахалăхпа сутăнать.
Халĕ комплексăн иккĕмĕш черетне тăваççĕ, кăшкарĕпе тăррине пухса лартнă, паян-ыран тăрă витекенсем килессе кĕтеççĕ. Ку черет хута кайсан (ăна октябрь уйăхне палăртаççĕ), комплексри ĕç тухăçлăхĕ палăрмалла ÿсмелле. Халĕ коллективра 22 çын ĕçлет пулсан, çĕнĕ витене хута ярсан, унта тепĕр 3 çынран ытла хушăнмĕ. Эппин çав коллективпах пине яхăн ĕне пăхса тăрĕç. Комплекс иртнĕ çула 1 миллион тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ.
Кăçал вăрах шăрăха пула выльăх апатĕнчен йывăртарах пулма пултарать. Обществăн тĕрлĕ çĕртен утă-улăм туянма тивет. Вĕсене купаласа тирпейлесех пыраççĕ. Сенаж-силос траншейисене кăçал саккăра çити ÿстернĕ (пĕлтĕр – 5). Ку вăхăта 510 тн. утă, 3405 тн. сенаж, 250 тн. улăм хатĕрленĕ. Фуражлăх тырă çителĕклĕ. Çитес уйăхсенче вырăнти продукцирен сĕт тата унăн продукчĕсем "сыр, хăйма, сливки, пурăна киле, тен, çăралатнă сĕт те" кăларса пăхасшăн.
Комплексăн – пысăк малашлăх. Вăл, тулли хăватпа ĕçлесе кайсан, район бюджетне те чылай тупăш пама пултарĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: комплекс витинче.