17 августа 2010 г.

Район прокуратуринче 4–5 çын кăна ĕçлет: В.Г.Николаев прокурорпа унăн çумĕ А.Г. Гаврилов, прокурор помощникĕ Е.Ю.Максимов, Р.П.Николаева специалист тата М.П.Голубев водитель. Коллектива 2003 çултанпа Владимир Геннадьевич Николаев ертсе пырать, юстици советникĕ шутланать.
Тăвай районĕ пысăках мар пулин те, ĕçĕ пурпĕрех тупăнать. Преступленисене уçса памалла, законсем епле пурнăçланса пынине тĕрĕслемелле, профилактика ĕçĕ пирки те манмалла мар, законсене ăнлантарса памалла тата ыт. те. Район прокуратури хăйсен тивĕçĕсене япăх мар пурнăçлать.
Кăçалхи январь–июль уйăхĕсенче район территорийĕнчи предприятисенче, организацисемпе учрежденисенче закона пăснă 677 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсем тăрăх суда 457 тавăç заявленийĕ янă (пурĕ 1101 пин тенкĕлĕх). Суд 431 заявление пăхса тухса тавăçа тивĕçтернĕ, пăхса тухмалли тепĕр 26 заявлени юлнă.
Тавăç заявленийĕсенчен ытларахăшĕ (407) парăма кĕрсе ÿкнĕ предприятисенчен ĕç укçи шыраса илсе парассипе (1091 пин тенкĕ) çыхăннă. Отчетлă тапхăрта законпа килĕшсе тăман 75 нормативлă право акчĕ пирки протест тăратнă. Вĕсенчен 54-шне суд пăхса тухса тивĕçтернĕ, тепĕр 21 протесчĕ - пăхса тухас тапхăрта.
Законодательствăна пăснă тĕслĕхсем тăрăх январь-июль уйăхĕсенче йăнăшсене пĕтерме ыйтса 125 представлени çырса янă, вĕсем тăрăх должноçри 64 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Унсăр пуçне административлă правăна пăснăшăн 18 ĕç пуçарнă, вĕсенчен иккĕшĕ тăван тавралăха сыхлас тата çутçанталăк пуянлăхĕсемпе усă курас, 16-шĕ уйрăм çыннăн тата гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене пăхăнас ыйтусемпе. Прокурор умĕнхи следстви органĕсене ярса панă материалсем тăрăх икĕ уголовнăй ĕç пуçарнă, вĕсенчен пĕри взятка илнипе, тепри ашшĕ-амăшĕ хăйсен çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани пама хутшăнманнипе, хăйсене ачисем тĕлĕшпе хаяр тытнипе çыхăннă. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр законодательствине пăсма юраманни çинчен икĕ хутчен асăрхаттарнă.
Прокуратура асăннă тапхăрта ĕç укçин парăмĕсене шыраса илсе парас ыйтусене уйрăм тимлĕхре тытма тăрăшнă. Ку тĕлĕшпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулкалаççĕ-ха. Çапла “Шимкусский” ЯХПКра 50 работнике 286 пин, “Красная Чувашия” ЯХПКра 48 çынна 123 пин тенкĕ ĕç укçи тÿлеменнине палăртнă. Çавăн пек тĕслĕхсем “Коммуналлă услугăсем” тулли мар яваплăхлă обществăра та, “Новый путь”, “Чутеевский” ЯХПКсенче тата ытти хăш-пĕр предприятисенче пулнă. Прокуратура представленийĕсем тăрăх должноçри 5 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Кашнине 2000 тенкĕрен пуçласа 2200 тенкĕ таран штраф тÿлемелле тунă.
Ĕç паракансенчен хăш-пĕрисем хăйсен тупăшне пытарма хăтланаççĕ. Çавăн пек майсенчен пĕри ĕç укçин пĕр пайне “конвертпа пани”. Тĕслĕхрен, Г.Волков предприниматель “Газельпе” Енĕш-Нăрваш - Çăлпуç - Кĕрше маршрутпа пассажирсем турттарнă. Микроавтобус водителĕнче вара А.Ратушный ĕçленĕ. Г.Волков А.Ратушныйпа ĕç килĕшĕвĕ çырман (ку вара РФ Ĕç кодексне пăсни шутланать), услугăсемшĕн укçан хавхалантарас пирки кăна килĕшÿ тунă. Ун тăрăх А.Ратушный кун каçа кассăна пырса кĕрекен суммăн 17 процентне илме тивĕçлĕ курăнать. Водителе юн кун, шăмат кунпа вырсарни кун канмаллисем туса панă, ытти кунсенче унăн 10-шар сехет ĕçлемелле пулнă. Водитель тĕлĕшпе ĕç кĕнеки уçман, уншăн Пенси фондне страховани взносĕ тата тупăш тăрăх илекен налога тÿлемен.
Прокуратура Г.Волков предприниматель тĕлĕшпе РФ КоАПăн 5.27 статйин 1-мĕш пайĕпе ĕç пуçарчĕ, ăна штраф тÿлемелле тунă.
Ачасемпе çул çитмен çамрăксен прависене хÿтĕлессипе йышăннă законсене пăснă тĕслĕхсем те тăтăш тĕл пулаççĕ. Калăпăр, ача сачĕсемпе шкулсенче санитарипе эпидемиологи, пушар хăрушсăрлăхĕн законĕсене пăсаççĕ. Çапла тĕрĕслев вăхăтĕнче Тĕмерти ача садĕнчи апат-çимĕç блокне вĕри шыв илсе пыман. Пÿлĕмсен урайне сарнă линолеум çурăлса–ванса пĕтнĕ, эмальĕ хăйпăннă савăт-сапапа усă кураççĕ.
Çавăн пекех вут-кăвар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснă тĕслĕхсем пур. Палăртнă çитменлĕхсене сирсе ярас тĕллевпе прокуратура суда 26 тавăç заявленийĕ тăратнă. Йĕркесене пăхăнманшăн должноçри 22 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.
Çапла вара законсем епле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăни пурнăçри инкек-синкексенчен, йывăрлăхсенчен вăхăтра хăтăлма, граждансен, ачасемпе çул çитмен çамрăксен прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме май парать. Çакă патшалăхшăн та, обществăшăн та кирлĕ те усăллă ĕç.
Сăн ÿкерчĕре: район прокуратурин работникĕсем канашлаççĕ.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.