17 августа 2010 г.
Нумаях пулмасть Тăрмăш ялĕн уявĕ пулчĕ. Кăçалхипе 6-мĕш хут йĕркелерĕç ăна. Уявăн тепĕр паллă саманчĕ – спорт вăййисем. Уйрăмах футбол савăнтарчĕ. Вячеслав Васильевăн астăвăм турнирне шуркаçсем, мишерсем, анаткассемпе шаланккассисем 4 командăпа хутшăнчĕç. Шуркаçсем çĕнтерчĕç. Шаланккассисем 2-мĕш, анаткассем 3-мĕш вырăнсене тухрĕç.
Турнир умĕн ялти спорта аталантарма тăтăш пулăшакан В.Лукин предприниматель 25 çамрăка харпăр хăйĕн хушаматне çырнă футболкăсем парнелерĕ. Ку вара футболистсене питĕ савăнтарчĕ. Вăйăсем хыççăн спонсор мала тухнисене, чи пултаруллă футболистсене парнесем парса хавхалантарнă.
Вăйăсем каçченех пычĕç. Хĕрсен 4 команди “пляжри” волейбол енĕпе тупăшрĕ. Студенткăсем мала тухрĕç.