17 августа 2010 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр финанс тĕлĕшпе пулăшса паракан укçа-тенкĕпе кам хурт-хăмăр е выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, кам автосервис уçса çăмăл автомашинăсем юсать тата вĕсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрать тата ытти те. Кам уйрăм предприниматель, кам хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесех ĕçлет. Кăçал пурĕ 85 çынна пулăшнă харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерме, кашнине 58 пин те 800 тенкĕ укçа парса пулăшнă çакна валли. Хурт-хăмăр ĕрчетекенсенчен Улянкă ялĕнчи Алевтина Венедиктовна Кириллована, Çăлпуçĕнчи Мария Михайловна Краснована асăнмалла. Мария Михайловна пылне Тăвайри пасарта та тăтăшах сутрĕ, унăн хурт-хăмăр продукцине сахал мар çын туянма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕрлĕ виçеллĕ кĕленче банкăсемпе сутрĕ вăл пылне. Ямпулатри Евгений Николаевич Данилов килти выльăх, Ураскасси ялĕнчи Надежда Валерьевна Николаева кайăк-кĕшĕк, пăрусем ĕрчетет. Вера Михайловна Никифорова йывăçран тĕрлĕ изделисем туса сутать çынсене. Вăл ку енĕпе пултарать авă. Тушкилти Сергей Васильевич Ефимов автосервис уçнă, çăмăл автомашинăсене техника енчен пăхса тăма пулăшать, юсав ыйтаканнисене юсать. Тротуар плиткисем кăларакансем те пур. Пурне те паллах асăнса та пĕтереймĕн. Чи лайăххи – çынсем ĕçсĕр лармаççĕ, тĕрлĕ производство йĕркелесе, продукци туса илсе пасара та тухаççĕ. Çакă хальхи пурнăçра питĕ пĕлтерĕшлĕ.