АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăвартан хытă асăрхан (Общество)

17 августа 2010 г.

Тавралăха тăтăшах тĕтĕм хупăрласа илет. Раççейĕпех, çав шутра Чăваш Енре те, вăрмансем çунаççĕ. Шăрăха пула лару-тăру хăрушлансах пырать. Синоптиксем вара шăрăх чакасса та, çăлăнăç çумăрсем пуласса та пит шантармаççĕ. Халăхра çакнашкал шăрăх çанталăк тепĕр çул та пулас пирки калаçаççĕ.
Прокуратура хушнипе районти пушар надзорĕн ĕçченĕсем ял поселенийĕсен ертÿçисемпе пĕрле ялсем тăрăх çÿресе пушара хирĕç кĕрешме шыв пичкисене, пĕвесене, шыв башнисене, ялсем йĕри-тавра хытнă, сарăхнă курăка сухаланине тĕрĕслеççĕ. Мĕн тухса тăрать-ха куç умнее. Паянхи куна илсен, хăш-пĕр ял поселенийĕсем пушара хирĕç кĕрешме пĕртте хатĕр марри курăнать. Çав вăхăтрах телевизорпа та, радиопа та кашни минутра тенĕ пек пушарсем пирки калаççĕ. Анчах эпир кама е мĕне кĕтетпĕр. Турра çеç шанса пурăнатпăр-и. Ял поселенийĕсен ертÿçисемпе кашни кун тенĕ пекех вут-кăвартан сыхланас тата унпа кĕрешме хатĕр пулас ыйтусемпе калаçатпăр, анчах усси сахалрах: чылай çĕрте ялсенче пĕвесем типсе ларнă, вĕсене тасатас, шыв пухăнса тăмалла тăвас шухăш çук та тейĕн. Урамсенчи шыв пичкисем шывсăр лараççĕ е шăтнă, башньăсенче шыв сахал, насуссем уçласа ĕлкĕреймеççĕ. Ялсене хыт хура çунса кĕме пултаракан вырăнсем те çук мар, анчах унран сыхланса сухаламан.
Çавăнпа должноçри яваплă çынсене те, ял халăхне те тепĕр хут уçăмлă асăрхаттарса калас килет: вут-çулăмпа усă курнă чухне питĕ асăрхануллă пулма тăрăшăр, кил хуçалăхра яланах шыв хатĕр тытăр, пушар тухас пулсан çийĕнчех пушар сÿнтерекенсене чĕнĕр, хăвăр тĕллĕн сÿнтерме тытăнса, пулăшу кирлĕ пирки ан манăр, унашкал тĕслĕхсем те пулнă. Пушара хирĕç кĕрешекенсемпе, пушар чаçĕпе 01 номерпе тата сотовăй телефонпа 112 номерпе шăнкăравласа çыхăнăр.
Ачасем çинчен те манас марччĕ, вĕсене шăрпăка тытма тата унпа выляма юраманни çинчен асăрхаттарсах тăрасчĕ.
Çавăн пекех ялта выльăх-чĕрлĕх валли апат пĕçерекенсене, кăмака чĕртекенсене вут-çулăмпа тимлĕ пулăр, çунакан кăмакана, электроприборсене пăхакансăр ан хăварăр, юсавлă кăмакасемпе е ытти хатĕрсемпе кăна усă курăр тесе асăрхаттарас килет.
Ку чухне пурин те çак тĕллев пулмалла – вут-кăвартан хытă сыхланасси. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене, требованийĕсене пăхăнакансем çеç çав инкеке сирсе яма пултарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика