АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемье (Строительство)

17 августа 2010 г.

Туслă çемье (Строительство)

Йăнтăрчăра пурăнакан Александровсен çемйи пирки пырать-ха кунта сăмах. Павел Николаевичпа Татьяна Николаевна ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстерес тесе тăрăшаççĕ ялан. Асли, Дима, ялти вăтам шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе Шупашкарти машинăсем тăвакан техникумра малалла пĕлÿ илчĕ, дипломлă пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра вăл çар службинче. Ашшĕ-амăшĕн сăмахне хисепе хуракан çамрăк службăна та ăнăçлă татса таврăнасса шанатпăр, кĕтетпĕр ăна ялта. Сăмах майăн каласан, ашшĕ, Павел Николаевич, хăй Афганистанра службăра пулнă. Паллах, çăмăл пулман ăна унта. Халĕ вăл Мускавра “Мостстройра” вахта меслечĕпе электросварщикре тăрăшать. Вахтăран килсен пĕрре те алă усса лармасть Павел Николаевич, тем ăсталама та пултарать. Пур çынна та пулăшма ĕлкĕрет ырă кăмăллăскер. Пÿрчĕ умĕнчех ача-пăча площадки туса пани вара ял ачисемшĕн праçник пекех пулчĕ. Кашни кун тенĕ пекех кунта Александровсен иккĕмĕш хĕрĕпе – икĕ çулхи Дашенькăпа пĕрле хаваслăн выляса йăпанаççĕ ял ачисем.
Татьяна Николаевна та тĕлĕнмелле пултаруллă хĕрарăм. Килне-çуртне кĕрсен тухас килмест: тасалăх хуçаланать унта, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче, вĕсен килĕнче икĕ çулхи ача пур тесе те калаймăн. Вăл та ашшĕ-амăшĕ пекех пĕчĕкрен тирпейлĕхе вĕренсе ÿсет. Вĕсен пахчине тухсан та пĕр çум курăк кураймăн. Ун вырăнне тĕрлĕ чечек ÿсет пахчинче те, пÿртĕнче те. Çавăнпах «Чи лайăх пахча» ята та тивĕçнĕччĕ. Çакăн пек туслă та ĕçчен çемьере лайăх çын çитĕнесси куç-кĕрет.
 
Сăн ÿкерчĕкре: пÿрт умĕнчи ача-пăча площадкинче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика