17 августа 2010 г.
Шăрăх. Уйăх ытла кăлармасть вăл хăйĕн серепинчен çут çанталăка. Хĕрÿлĕхĕпе самаях асап кÿрет тăван çĕре, йывăçсене, тырпула, курăксене, выльăхсене, çынсене. Карчăк питне аса илтерет çĕр, самаях çуркаласа пĕтрĕ вăл. Курăк шыв кĕтсе антăхса тĕсне вăхăтсăр улăштарчĕ. Йывăçсем те, шăрăхпа аптăраса, пуçĕсене çĕр çывăхнелле усрĕç. Сурăхсемпе ĕнесем сулхăн вырăнсенчен тухасшăнах мар. Çынсем шăрăхран хăтăлма тĕрлĕ мелсем шыраççĕ. Пĕрисем пÿрт–çурчĕсемпе хваттерсенчен ытлашши тухса çÿремеççĕ, теприсем пуçĕсене шурă тутăр е калпак, çÿхе кĕпе тăхăнаççĕ. Кунĕпе кондиционер ĕçлеттерсе сывлăша сивĕтекенсем те пур. Виççĕмĕшсем вара пĕвесемпе кÿлĕсем çывăхнелле туртăнаççĕ. Канмалли кунсенче унта çĕр каçакансем те пур. Сывлăш вĕриленсе кайнипе пĕрех çывăраймастăн хваттерте. Мĕн тумалла. Çак йĕркесен авторĕ те пĕве хĕрринче хÿтлĕх тупма ĕмĕтленчĕ пĕринче. Юрать мăшăрĕ пулăшрĕ ăна ĕмĕтне пурнăçлама.
Каç хăйĕн чаршавне тавралăха карма хатĕрленетчĕ пулин те, ял çывăхĕнчи пысăк пĕве хĕрринче ларма вырăн çукчĕ, тесен те йăнăш мар. Тĕрлĕ маркăллă çăмăл автомашинăсем, мотоблоксем, мотоциклсем лараççĕ пĕвен икĕ енĕпе, лав та тăрать. Вĕсен хуçисем, пĕрле килнĕ хĕрарăмсемпе ачасем шыва кĕреççĕ, теприсем пулă тытаççĕ, хаваслă кĕвĕпе ташлаканнисем те пур. Пирĕн телее, хăш-пĕрисем кайма пуçларĕç. Канса ывăннă ĕнтĕ. Вĕсен вырăнне вырнаçнă май тахçантанпах хĕртсе йăлăхтарнă хĕвел анчĕ тинех. Тÿлек çил те вĕрнĕ пек туйăнать, пĕвен яка çийĕ кăтрашкаланчĕ самантран, вĕтĕ-вĕтĕ хумсем чупма тытăнчĕç. Сывлăш та самаях уçăлчĕ. Кăкăр тулли сывла-сывла илетĕп, ÿпкесене уçă сывлăшпа тултарассишĕн тимлетĕп. Кăмăл-туйăм сÿрĕклĕхĕ те сирĕлсе пырать майĕпен. Тĕттĕмре тавралăха сăнама пуçларăм.. “Паян уйăх çук, пулă хыпать вăлтана”, – тет мăшăрăм. “Аванччĕ”, – вĕçрĕ пуçра шухăш.
Ак, ăçта иккен ырлăх! Хĕвел хĕртмест, сывлăш сиплĕ, йĕри-таврара шăплăх хуçаланать. Хăйне евĕрлĕ урăхла тĕнче кунта. Пирĕнтен сулахай енчи кÿршĕсем хывăннă та шыв тăрăх кимĕпе ишсе çÿреççĕ. Вĕсем йĕркене пăсса пулă тытнине чухларĕ ĕнтĕ вулакан. Вăхăт ирттермесĕр, вăй хумасăр çиесшĕн айвансем. Пĕве пуçĕ çывăхĕнчисем кĕçех кăвайт чĕртрĕç. Тĕттĕмре куçа самаях шартарать çулăм. Шашлăк пĕçерсе савăнаççĕ ĕнтĕ вĕсем. Шăрăхра çапла канассине пăрахăçлама сĕнеççĕ те. Ырă канаша пурнăçламаннисем те пур иккен. Кайран кăвайтне тĕплĕ сÿнтерме ан манччăрах ĕнтĕ. Атту пĕлтĕр çывăхри хыр йывăççисем çунма пуçланăччĕ-ха кунта. Юрать пушарниксем вăхăтра çитсе ĕлкĕрнĕ. Тимлĕ пулманнипе чылай сиен кÿретпĕр çав эпир тавралăха. Раççейри тĕрлĕ регионсенче вăрмансемпе ялсем çунни пирки кунсерен пĕлтереççĕ халь телевизорпа е радиопа, хаçат-журналсенче те çыраççĕ. Мĕншĕн каннă хыççăн йĕрке туса хăвармалла мар-ши хăш-пĕрисен. Пысăк пушарсенче çынсем те çунса вилеççĕ-çке ĕнтĕ.
Шăплăха хускатса урăм-сурăм кĕвĕ янăрама пуçларĕ пĕвен тепĕр енче. Çамрăксем ташласа савăнма тытăнчĕç ĕнтĕ. Никам та курмасть тесе пĕве хĕрринче эрех-сăра ĕçсе ашкăнакансем те пулаççĕ. Кайран ÿсĕрле шыва кĕреççĕ те, каялла тухаймаççĕ.
Пире хирĕçех пулă тыткансем вырнаçнă пулас, хунарне çутата-çутата илеççĕ хушăран.
Пин-пин çăлтăрлă тÿпене тинкеретĕп. Пĕрисем пысăкрах, теприсем пĕчĕкрех. Мана куç хĕсекеннисем те пур. Ай! Ÿкрĕ тата пĕр çăлтăрĕ, самантран тепри. Çăлтăр çăвать тейĕн. Ял çывăхĕнчен автомашина килни курăнать ав, фарисемпе умĕнчи çула çутатса пырать. Çывăрма васкамаççĕ çулла çынсем. Пирĕн сылтăмри кÿршĕсем çутатакан хулккасемпе килнĕ пулă тытма. Пĕчĕк çутă паллăсем хушăран пĕве çийĕнчен “вĕçсе” хăпарса хĕррине ÿкеççĕ те, кăшт вăхăт иртсен каллех пĕвене чăмаççĕ. Тимлĕ сăнаса лараççĕ пуль унти “çутăсене” пулăçсем. Вăл шалалла кĕрсе кайсан, пулă вăлтана лекнине пĕлтерет ĕнтĕ.
Кĕçех мăшăрăн вăлтин шăнкăравĕ те илтĕнсе кайрĕ. “Атма илсе кил, пысăккиех çакланчĕ пулас”, – чĕнет вăл шăплăха хускатса. Пуçри шухăшсем чăл-пар! саланчĕç. Тĕттĕмре карп çăмăллăнах тухрĕ. Трофей пур, халь уçă сывлăшра çывăрма та юрать. Пĕрле илсе килнĕ палатăра шăна-пăван та чăрмантармасть. Куçсем хупăнса пынă май чунра çăмăл пулса кайрĕ. “Ырă каç пултăр, тăван çут çанталăк!” – тесе пăшăлтатрăм.
Ирхине киле кайнă чухне кăмăл пăсăлчĕ. Пĕве мана ÿпкелесе пăхнăн туйăнать. Çынсем хăйсем хыççăн тăтăшах тĕрлĕ ăпăр-тапăр пăрахса хăварнипе хурланать пулас вăл, пулăшма ыйтать. Кунта килте мар-ха, темĕн хăтлансан та юрать, тесе шухăшлас марччĕ, тăвансем, чăнах.