17 августа 2010 г.

Тăвай енре те тавралăха тасатсах тăрас ыйту çивĕч тăрать. Çакăн пирки “Ял ĕçченĕн” номерĕсенче пĕрре кăна мар хускатнă кăçал.
Иртнĕ кунсенче районти журналистсем Хура çăла çитсе курчĕç. Унти тирпейсĕрлĕхе (сăн ÿкерчĕкре) курсан вĕсен кăмăл-туйăмĕ самаях сÿрĕкленчĕ.
Шăрăх кунсенче çынсем ытларах пушă вăхăчĕсене уçă сывлăшра ирттерме тăрăшаççĕ. Шашлăк, шÿрпе пĕçерсе çисе, юрласа-ташласа савăнаççĕ. Пĕрле каннă хыççăн, темшĕн, пĕр хут усă куракан савăт-сапана ăçта пулнă, çавăнта пăрахса хăвараççĕ. Çав вырăна урăх килместпĕр тесе çапла вараласа хăвараççĕ-ши. Хамăр хыççăн тирпейлесе хăварма нумай вăхăт та кирлĕ мар-çке ĕнтĕ.
Районти ялсенче тасалăхпа тирпейлĕхшĕн епле тăрăшнипе интересленсе малашне те тĕрĕслевсем пулаççĕ. Çавăнпа çуртсен умĕсенчи çÿп-çап, строительство материалĕсен куписене, ашкăрса кайнă çумкурăка тасатма сĕнетпĕр. Тавралăхшăн хамăрăн тимлесчĕ, çÿлтен хушасса кĕтес марччĕ.